Понедельник, 8 июня

Юратнӑ кукамай

Ман юратнӑ кукамай

Ачашлать мана пӗрмай,

Тутлӑ кукӑль пӗҫерет,

Ман ҫинчен веҫех пӗлет.

Ман пӗртен-пӗр кукамай

Ыталать мана пӗрмай,

Кучченеҫ илсе парать,

Алла укҫа тыттарать.

Чи ырри ман кукамай,

Йывӑрлӑхран тупать май.

Вӑл ҫеҫ мана ӑнланать,

Хыттӑн-хыттӑн ыталать.

Кукамай  ялан манпа,

Юратать ачаранпа.

Кӑмӑла манне ҫӗклет,

Тем тума та вӗрентет.

Куҫӑмӑрсем пирӗн — пӗр тӗс,

Тинӗс шывӗ пек, мӗн тес;

Ҫӳҫӗмӗрсем пӗр евӗрех,

Ҫуллахи каҫ тӗсӗ пекех.

Ман ҫине пӑхсан ҫынсем,

Яланах калаҫ вӗсем%

«Пӑхнӑ вӑл кукамӑшне!» —Пирӗн чунсем, апла, пӗрле!

Эсӗ халӗ, кукамай,

Пурӑнан тӳпе ҫинче,

Эсӗ Туррӑн аллинче.

Ҫӳлтен пӑхан пирӗн ҫине,

Эп сан ҫунатту айӗнче.

Туятӑп эпӗ сан вӑйна,

Вӑл яланах ман чунӑмра.

Памастӑн эс мана ӳкме,

Сан пилӳ манпа пӗрле.

Анчах, юратнӑ кукамай,

Мана тем хурлӑхлӑ пӗрмай.

Эсӗ манпа пӗрле мар,

Эсӗ манпа кунта мар.

Килес килет ман сан пата,

Анчах та ҫук-ҫке эс унта,

Халӗ санӑн урӑх кил,

Турӑран илен эс пил.

Калаҫас килет санпа

Пӗр-пӗрин ҫине пӑхса,

Чуна уҫса парас килет,

Йӑлтах ыйтса пӗлес килет.

Питӗ шел-ҫке, кукамай,

Эсӗ манпа пӗрле мар.

Эс курмастӑн ман ӗҫе,

Вулаймӑн ҫак йӗркесене.

Анчах хӑюлӑх эс паран,

Халь парӑнас та килмӗ ман.

Санӑн лекнӗ кӑмӑлу,

Эпӗ санӑн мӑнуку.

Килетӗн эсӗ тӗлӗкре,

Питӗ-питӗ эс хитре,

Яланах тутӑрпала,

Куҫусем ҫап-ҫаврака.

Кукӑль пӗҫеретӗн тӑрӑшса,

Кӗтетӗн мана юратса,

Тирпейлетӗн кил-ҫурта,

Унтан хутатӑн кӑмака.

Чӑваш юррине пуҫлан,

Хитре саппун тӑхӑнан,

Пуян сӗтел хатӗрлен,

Хӑвӑн Катюшна кӗтен.

Эп шаккатӑп сан пата%

«Кукамай, эпӗ кунта!»

Анчах илтместӗн эс мана,

Анчах уҫмастӑн эс мана.

Вӑранатӑп хурлӑхпа

Куҫҫуле аран чӑтса.

Ҫӗр варринче мана кичем,

Ӑнланмаҫ мана ҫынсем.

Пӗртен-пӗр эс, кукамай,

Ӑнланӑттӑн мана пӗрмай!

Анчах илтместӗн эс мана,

Анчах уҫмастӑн эс мана…

Екатерина Миронова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *