Ҫӗр ҫинче ҫын тӗкӗнмен ӗҫ ҫук пулӗ. Кашни ӑна юратса, чунтан пурнӑҫласан пирӗн ҫӗршыв аталанса ҫеҫ пымалла. Ахальтен мар чӑвашсем: «Ӗҫ — пурнӑҫ илемӗ», — теҫҫӗ. Апла пулсан пур ҫыннӑн та хӑйне килӗшекен пӗр-пӗр ӗҫ суйласа илмелле. Ку кӑна ҫителӗксӗр, чуна парса тӑрӑшмалла, ҫитӗнӳсем тумалла, хӑвӑн телейне тупмалла.
Вӗрентекен — чи кирлӗ, ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс профессисенчен пӗри. Вӑл ҫак тӗнчере кашни ачана хӑйне тупма вӗрентнисӗр пуҫне ытти ҫынна та пулӑшу кӳме вӗрентет. Асанкасси вӑтам шкулӗнче ҫакӑн пек вӗрентекен чылай пулнӑ, пур та, пулӗҫ те…
Вӗсенчен пӗри — тӑван чӗлхепе литературине вӗрентнӗ Зоя Николаевна Максимова.
Ун ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр калаҫма та, ҫырма та пулать.
Зоя Николаевна Максимова кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче хамӑр районти Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫак илемлӗ вӑхӑтра ҫуралнӑскер мӗн пӗчӗкрен хӗл сивви пек ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫитӗннӗ. Вӑл темле йывӑр лару-тӑрура та пуҫне усмасть, малаллах талпӑнать.
Шкул ҫулӗ ҫитсен Зоя 1962 ҫултан пуҫласа 1970 ҫулччен Анат Тимӗрчкасси сакӑр ҫул вӗренмелли шкулне ҫӳренӗ. 1970—1972 ҫулсенче вара Аслӑ Чурачӑкри вӑтам шкулта пӗлӳ тӗнчине парӑнтарнӑ.
Мӗн пӗчӗклех вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗскер шкул пӗтерсенех И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
1977 ҫулта направленипе ӑна Асанкасси вӑтам шкулне ӗҫлеме янӑ. Вӑл чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ пулса тӑрать, тӑрӑшуллӑ ҫамрӑк хӗрарӑма директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулма та шанаҫҫӗ. Хӑйӗн тивӗҫне Зоя Николаевна тулли кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑ, ӗҫтешӗсене яланах сӗнӳ-канаш панӑ.
Чипер те ӑслӑ, ырӑ пикене вырӑнти каччӑсем куҫ хывмасӑр тӑма пултарайман, паллах. Зойӑн ҫамрӑк чӗри вара Василий Семенович Максимов юратӑвне хирӗҫ тӑрайман. Кӗҫех вӗсем мӑшӑрланса пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн тытӑнса малалла утма пикеннӗ. «Ывӑлпа хӗр ҫуралса вӗсем мӗнле ӳснине сиссе те юлаймарӑмӑр», — теҫҫӗ вӗсем. Вӑхӑт шав сиккипе малаллах вирхӗнет иккен.
Василий Семенович мӑшӑрне яланах пулӑшса, хавхалантарса пырать. Иккӗшӗ вӗсем шкул валли мӗн кӑна хатӗрлемен пулӗ: кӑтарту хатӗрӗсем те, драма кружокӗ валли декорацисемпе костюмсем те… Нумайӑшӗсемпе эпир, ҫамрӑк ӑру, паянхи кун та усӑ куратпӑр.
Унӑн умӗнче ҫӗршер ача ӳссе ҫитӗннӗ, лӑпкӑн та ҫирӗппӗн ура ҫине тӑнӑ. Кашни ачан хӑйне евӗр кӑмӑлне асӑрханӑ, чунри ачашлӑхне, юратӑвне йӑлтах ачасене панӑ вӗрентекенӗм.
Пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрекенскер ачасене чун ӑшшине, хаваслӑхне, ыркӑмӑллӑхне парнеленӗ. Шансах тӑратӑп, вӑл вӗрентнисем ӑна уҫӑ кӑмӑллӑ та ырӑ чунлӑ пулнишӗн юратаҫҫӗ, ас тӑваҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ, хи- сеплеҫҫӗ.
— Тепӗр хут ҫуралса алла професси илме тивсен те эпӗ вӗрентекен ӗҫнех суйлӑттӑм. Чуна ҫывӑх ӗҫ ку маншӑн, — тет Зоя Николаевна.
Каҫал тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха аталантарас, ӑна упраса хӑварас тесе чылай курӑмлӑ ӗҫ туса ирттернӗ чӑваш чунлӑ вӗрентекен.
Паянхи кун тивӗҫлӗ канура пулин те чӑваш ялӗнче ашшӗ- амӑшӗ тӗпренчӗкӗсене вырӑсла калаҫтарни пирки пӑшӑрханать. «Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук», — кулянса калаҫать аслӑ ӗҫтеш.
Вӗрентекен ӗҫӗ Зоя Николаевнӑшӑн — чун тивлечӗ, чун хушни. «Вӗрентекен пулма ҫуралнӑ» тесе ахальтен каламан иккен.
Аслӑ вӗрентекенӗмӗртен, юлташӑмӑртан, ӗҫтешӗмӗртен, наставникран вӗренмелли чӑннипех те нумай. Хӑйне тытма пӗлни, кашни сӑмаха шухӑшласа калаҫни, яланах пулӑшма хатӗрри ыттисене те ҫапла пулма хистет. Ачасене вӗрентсе тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн ӑна «Халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» паллӑпа наградӑланӑ, Хисеп хучӗсем те нумай унӑн.
Мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, ӗҫченлӗх, сӑпайлӑх унра! Ҫакӑн пек ҫынсем, вӗрентекенсем пуррипе тӗнче илемлӗ, хаваслӑ.
Паянхи кун та вӑл хастар: ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу парас ӗҫрен те юлмасть, сцена ҫинче чуна пырса тивекен хайлавсем те вулать, Асанкасси культура ҫуртӗнчи хорта та юрлать…
Малашне те ҫакӑн пек сирӗн, Зоя Николаевна, хастарлӑх ан чактӑр, чир-чӗр мӗнне ан пӗлӗр — ыттисем вара хӑйсемех пулаҫҫӗ. Хамӑрӑн хисеплӗ ҫыннӑмӑра ҫапла калатпӑр: «Сирӗн ҫӑлтӑр тӳпере нихӑҫан ан сӳнтӗр. Хӑвӑр та ун евӗр ҫуталса, йӑлтӑртатса тӑрӑр».
Оксана Копташкина.
Асанкасси вӑтам шкулӗ.