Сумлӑ юбилей – 95 ҫул

Январӗн 27-мӗшӗнче Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Муза Северова 95 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Тихонов, тӑванӗсем, кӳршисем кинемее ҫак сумлӑ уявпа ӑшшӑн саламланӑ. Хӑнасем юбиляра РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫырӑвне панӑ, округ пуҫлӑхӗн Николай Раськинӑн ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх суннӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ.

Муза Яковлевна Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра ырми-канми ӗҫленӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ. Малалла вӗренме унӑн май килмен, ялти колхозра ӗҫленӗ.

1954 ҫулта Аслӑ Ҫӗрпӳел каччипе Алексей Северовпа ҫемье чӑмӑртанӑ, 4 хӗрпе 1 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ вӗсем. Паянхи кун Муза Яковлевнӑн 8 мӑнук, 15 мӑнмӑнук, мӑнмӑнукӗн ачи те пур. Вӑл ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать, хӗрӗсемпе мӑнукӗсем те час-часах килсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен ӑшшипе юратӑвӗ, тимлӗхӗ ӑна вӑй парса тӑраҫҫӗ, малалла пурӑнма хавхалантараҫҫӗ. 

Александр ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *