Январӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне черетлӗ Ҫырупа тухнӑ. Вӑл иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнисӗр пуҫне малашнехи ӗҫ-хӗле те палӑртнӑ.
Чи малтанах, паллах, регионти экономика аталанӑвне уҫӑмлатнӑ. Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, 2020—2024 ҫулсенче регионти вал продукчӗ 1,8 хутран та ытларах ӳснӗ. Республика бюджечӗн харпӑр тупӑшӗ 2,1 хут пысӑкрах пулнӑ. Бюджета килекен укҫан пӗтӗмӗшле суммине пӑхсан вӗсен пайӗ 58,8 процентран 68 процент таран ӳснӗ. «Урӑхла каласан, бюджета килнӗ кашни тенкӗрен 68 пусне эпир хамӑр ӗҫлесе илнӗ. Ку вӑл — регионӑн экономика аталанӑвӗн стратегийӗ лайӑх ӗҫлени, промышленноҫ политикине пурнӑҫлани, агропромышленноҫ комплексне пулӑшни», — уҫнӑ шухӑшне ертӳҫӗ.
Олег Николаев республикӑра агропромышленноҫ комплексӗ ӑнӑҫлӑн аталанса пынине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Чӑваш Республики ҫӗрулми тата хӑмла хатӗрлессипе — 1-мӗш вырӑнта, пахча ҫимӗҫпе тата сӗтпе — 2-мӗш, тыр-пул енӗпе — 3-мӗш, аш-какайпа — 4-мӗш, 100 гектартан продукци туса илессипе пӗтӗмӗшле 3-мӗш вырӑнта тӑрать. Кӑҫалтан аш-какай туса илмелли мӑйракаллӑ шултра выльӑх усрама ферма тунӑ чухне тӑкаксен 30 процентне саплаштарма пуҫлӗҫ.
Вӑл ҫавӑн пекех регионта наци проекчӗсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пыни ҫинчен каланӑ. Сӑмахран, «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юлашки 5 ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 207 объектне ҫӗнӗрен тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ. Вӗренӳ отраслӗнче 9 шкул тунӑ, 111 шкула, 38 ача садне, 3 техникума, 94 шкулти спорт зала тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн регион программипе тата пуҫаруллӑ бюджет пулӑшнипе 35 ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тунӑ. Республикӑри 452 объекта строительство, юсав ӗҫӗсем пырса тивнӗ, кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.
Кӑҫалтан Чӑваш Енре ҫӗнӗ наци проекчӗсем те вӑй илеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — «Ҫемье». Вӑл ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли мерӑсемпе савӑнтарӗ. Ҫитес 3 ҫулта республикӑра хӗрарӑмсен 9 консультацине хатӗрлемелле. Республикӑри перинаталь центрне тата Шупашкарти 1-мӗш клиника больницине ҫӗнетмелле. Тин ҫуралнӑ ачасене кирлӗ япаласемпе тивӗҫтермелли пунктсем уҫмалла. Студентсен тата наука ӗҫченӗсен ҫемйисене пулӑшма хушма мерӑсем йышӑнмалла.
2025 ҫул юбилейлӑ пулнине кура Олег Николаев ку енӗпе туса ирттермелли ӗҫсене те тимлӗхсӗр хӑварман. Вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ инваличӗсене, блокадӑри Ленинградра пурӑннисене, концлагерьсенче пулнисене, вӑрҫӑ участникӗсен тӑлӑха юлнӑ мӑшӑрӗсене, тыл ӗҫченӗсене республика бюджетӗнчен хушма укҫа тӳлеме сӗннӗ, ҫавӑн пекех «вӑрҫӑ ачисене» те Аслӑ Ҫӗнтерӳ ячӗпе пама палӑртнӑ тӳлеве 2 пин тенкӗрен 5 пин тенке ӳстерме йышӑннӑ. Сывлӑх сыхлавӗнче ҫӗнӗ проект вӑя кӗрӗ — унпа килӗшӳллӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсене тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене анлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ. Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗнче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗн территорине те пысӑклатӗҫ, ҫӗнетӗҫ.
Ҫырура Олег Николаев ытти ыйтусене те уҫӑмлатнӑ, ҫав шутра ҫул-йӗр комплексне ҫӗнетесси, экспорт енӗпе ӗҫлесси, социаллӑ инфраструктурӑна аталантарасси, туризм маршручӗ- сене анлӑлатасси тата ытти енсемпе плансене уҫӑмлатнӑ, республика ҫыннисен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе малалла та ҫанӑ тавӑрса вӑй хумаллине палӑртнӑ.
Наталья Калашникова.

