Воскресенье, 19 июля

Йӗлтӗрҫӗсемшӗн ҫанталӑк чӑрмав мар

Йӗлтӗрҫӗсемшӗн ҫанталӑк чӑрмав мар

Ҫанталӑк иртнӗ эрнере ӑшӑрах тӑчӗ пулин те  йӗлтӗрҫӗсемшӗн ҫакӑ чӑрмав пулмарӗ. Округри спорта юратакансем Канаш хули ҫывӑхӗнчи вӑрман уҫланкинче Чӑваш республикин кубокӗн 3-мӗш тапхӑрӗн ӑмӑртӑвне хутшӑнчӗҫ. Тупӑшусем тӗрлӗ ҫулти ушкӑнсенче иртрӗҫ.

Ҫитмӗл ҫултан аслӑрах йӗлтӗрҫӗсем 3 ҫухрӑмлӑ дистанцире вӑй виҫрӗҫ. Кунта 9 минут та 8 ҫеккунт вӑхӑт кӑтартса Николай Ятманов 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.  Анатолий Давыдов иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. 75 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Николай Васильев 2-мӗш кӑтартупа палӑрчӗ.

Ҫамрӑкрах ӳсӗмри йӗлтӗрҫӗсенчен Владимир Калашников япӑх мар ӑмӑртрӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн ентешсем Владислав Васильевпа Иван Симендеев 5 ҫухрӑмлӑ дистанцире пӗрремӗш тата иккӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.

Маттур йӗлтӗрҫӗсене ҫӗнтерӳпе саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Николай Ятманов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *