Муниципаллӑ округӑн территори уйрӑмӗсенче февралӗн 6-мӗшӗнче граждансен пухӑвӗсем пуҫланнӑ. Кӑҫал вӑл чи малтан Шурут территори уйрӑмне кӗрекен ялсенче иртнӗ. Шурут, Шурут-Нурӑс, Тутар Шурут, Йӳҫ Шӑхаль, Юнтапа ялӗсенче пурӑнакансем пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ ҫул пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ, малашнехи тӗллевсене палӑртнӑ. Тӗплӗнрех — хаҫатӑн ҫитес номерӗнче.