
Мероприятие уҫса округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин халӑх йӑлисене тата культура еткерне упрани паянхи кун пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. «Кашни номер пирӗн культурӑна, халӑх чунне кӑтартса парать. Фестивале хутшӑнакансене пурне те ӑнӑҫупа хавхалану сунатӑп!» — тенӗ Николай Никандрович.
В.Х.Зайцева ячӗллӗ халӑх театрӗ, «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ, Ф.Гибатдинов ячӗллӗ «Мишар» юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗ, Асанкасси культура ҫурчӗн «Ҫӑлкуҫ» халӑх вокал ансамблӗ, Ҫӗнӗ Мӑрат культура ҫурчӗн «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ, «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ хӑйсем чӑннипех те «халӑх» ята тивӗҫлӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Палӑртса хӑвармалла% «Кубняночка» ансамбль йышӗнче округ пуҫлӑхӗ те юрланине куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.
Культура тытӑмӗнчи опытлӑ специалистсенчен тӑракан жюри кашни номере тӗрлӗ енлӗн хакланӑ, ҫав шутра артист ӑсталӑхӗ, хӑйнеевӗрлӗх тата халӑх йӑли-йӗркисемпе килӗшсе тӑни ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Конкурса хутшӑннӑ пур коллектив та мероприятие ҫӳллӗ шайра хатӗрленнине кӑтартса панӑ.
Пуҫтарӑннисем фойере культура ӗҫченӗсем хатӗрленӗ «Ҫӗнтерӳ паллисем» куравпа киленсе паллашнӑ.
Фестиваль халӑх юрри-ташшине кӑмӑллакансемшӗн чӑн-чӑн уяв пулса тӑнӑ, пултарулӑх коллективӗсене малашне те творчествӑра курӑмлӑ утӑмсем тума хавхалантарнӑ.
(ХАМӐР ИНФ.).