Чӑваш Маресьевӗ
Чӑваш Республикинче кӑҫалхи ҫула Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫавӑнпа район хаҫатӗнче паттӑр ентешсем ҫинчен пичетленнӗ статьясем ытларах пуласса шанатпӑр. Пирӗн районта Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксем питӗ нумайӑн.
Хисеплӗ вулаканӑм! Ҫак статьяна ҫырса хатӗрленӗ чухне куҫҫулӗ те юхрӗ. Халиччен тӑван районта Сергей Кузьмич Федоровӑнни пек ҫын шӑпипе тӗл пулманччӗ… Первомайски районӗнчи Шурут ялӗнче 1919 ҫулта ҫуралнӑ каччӑна 1939 ҫулта ял-йыш салтака ӑсатнӑ. Службӑра чӑваш ятне ямасӑр пур енӗпе те ӗлкӗрсе пыраканскере летчиксене хатӗрлекен ҫӗре вӗренме яраҫҫӗ.
Вӑрҫӑн пӗрремӗш куннех вӑл тӑшмана тӗп тунӑ. Хӗвеланӑҫри, Воронежри, Сталинградри 1-мӗш, 2-мӗш Украина фрончӗсенче 1944 ҫулхи сентябрӗн 6-мӗшӗччен ирсӗр тӑшманпа ҫапӑҫнӑ.
1944 ҫулхи октябрӗн 18-мӗшӗнче ҫырнӑ награда хучӗ ҫинчи йӗркесемпе сире паллаштарасшӑн% «1944 ҫулхи сентябрӗн 6-мӗшӗнче Федоров юлташ — авиазвено командирӗ, 138-мӗш Сталинградри авиаполкӑн 19-мӗш авиадивизийӗнчен, Аслӑ командовани резервӗнчен, черетлӗ задание тӳпене вӗҫсе хӑпарать. Самолетсен нимӗҫсен Карпат тӑрӑхӗнчи малти оборонине бомбӑсем пӑрахмалла пулнӑ.
Нимӗҫсен зениткин хаяр вут-ҫулӑмӗ паттӑр летчиксене бомбӑсене пӑрахма чарайман, питӗ нумай тӑшмана леш тӗнчене ӑсатса экипаж каялла аэродрома ҫул тытнӑ.
Сасартӑк самолета нимӗҫсен пулисем сиенлетнӗ, Федоров летчикӗн урине йывӑр амантнӑ.
Самолета нейтральнӑй йӑрӑма антарса лартаҫҫӗ, авиазвено командирӗ юн юхтарса экипаж членӗсемпе пӗрле пӗр сехете яхӑн юлашки патрон юлмиччен ҫапӑҫнӑ, хамӑрӑннисен енне шума пуҫланӑ. Нумай та вӑхӑт иртмест, Федоров лейтенантӑн ури танксене хирӗҫ хунӑ мина ҫине лекет, вӑйлӑ взрыв ӑна урасӑр хӑварать. Каярахпа икӗ урине те касаҫҫӗ».
1945 ҫулхи октябрӗн 18-мӗшӗнче ӑна Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ орденне пама ыйтса ҫырнӑ, анчах та награда комитетӗнче унӑн паттӑрлӑхне тата пысӑкрах хак панӑ, Хӗрлӗ ялав орденне пама йышӑннӑ.
Сергей Кузьмич урисене сипленӗ хыҫҫӑн фронтрах юлать. Аслӑ техник пулса службӑра вӑй хурать, Велико-Анадоль нефть базинче директорта та ӗҫлет. Ӑна ҫывӑх юлташӗсем «Маресьев» тесе хисеплесе чӗннӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Хусан хулинче аэроклуб уҫать, летчиксене вӗҫме хатӗрлет. Ҫакӑн пек паттӑрсемпе чӑннипех те эпир мухтанатпӑр. Вӑл ҫуралса ӳснӗ ялта летчике чысласа асӑну хӑми пур-ши?
Тӑван ҫӗршыв пирӗн ентеше тата 4 медаль парса чысланӑ% «За оборону Одессы», «За оборону Сталинграда» (22.12.1942 ҫ.), «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.» (09.05.1945 ҫ.), «За взятие Будапешта» (09.06.1945 ҫ.)
Павел Зайцев,
Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи.