Вторник, 29 апреля

2024 ҫул. Мӗнпе асра юлчӗ?

2024 ҫул. Мӗнпе асра юлчӗ?

Июль (Утӑ)

6-мӗшӗнче профсоюзсен «Потому чТо мы вместе» велочупӑвӗ 5-мӗш хут иртнӗ. Унта  Раҫҫейри  22 регионтан 200 ытла спортсмен хутшӑннӑ.

12-мӗшӗнче Питрав кунӗпе пӗрлех Нӗркеҫре ял 425 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ.

12-мӗшӗнче Элпуҫ ялӗнче  «Туслӑх» культурӑпа кану паркне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

17-мӗшӗнче пирӗн округри маттур хӗрарӑмсене Республика кунӗнче иртнӗ «Я—женщина» конкурса хастар хутшӑннӑшӑн сертификатсем панӑ.

26-мӗшӗнче пирӗн округри «Слава картофелю» агрофирма йӑлана кӗнӗ «Уй-хир кунне» йӗркеленӗ. Ун ӗҫне хамӑр тӑрӑхри «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫитӗнтерекенсем ҫеҫ мар, ытти регионсен представителӗсем те хутшӑннӑ.

Август (Ҫурла)

10-мӗшӗнче округра Физкультурник кунне, 11-мӗшӗнче Строитель кунне анлӑн паллӑ тунӑ.

17—18-мӗшӗсенче Шупашкар хули 555 ҫул тултарнине уявланӑ. Унта пирӗн округри «Хлебозавод», «Кооператор» ОООсем, «Слава картофелю» агрофирма, О.Кашкаров, И.Пахалов предпринимательсем хӑйсен продукцийӗсемпе хутшӑннӑ.

28-мӗшӗнче округри вӗрентекенсен йӑлана кӗнӗ августри конференцийӗ иртнӗ. Унта ачасене пӗлӳ тата воспитани парас енӗпе палӑрнисене наградӑсем панӑ.

Сентябрь (Авӑн)

1-мӗшӗнче округра Пӗлӳ кунне уявланӑ. 2466 ача, вӑл шутран 220-шӗ пӗрремӗш хут партӑсем хушшине ларнӑ.

1-мӗшӗнче Йӑлмахва пуҫламӑш шкулӗн Асӑну паллине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

14-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пӗртӑван Зубаревсене халалласа спорт фестивалӗ иртнӗ.

18-мӗшӗнче республикӑра  потребительсен кооперацийӗн халӑхсем хушшинчи форумӗ старт илнӗ. Унта хутшӑнакансем пирӗн округри  Чӑвашпотребсоюз тытӑмне кӗрекен суту-илӳ предприятийӗсене те ҫитсе курнӑ.

21-мӗшӗнче округра «Наци кросӗн» ӑмӑртӑвӗсем пулнӑ. Унта спорта юратакансем йышлӑн хутшӑннӑ. 900 ҫынна яхӑн старта тӑнӑ.

Октябр (Юпа)

1-мӗшӗ — Ваттисен кунӗ. Ҫак ятпа предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче мероприятисем иртнӗ.

5-мӗшӗнче Шурут-Нурӑс ялӗнче 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисене асӑнса ҫӗнӗ палӑк уҫнӑ.

5-мӗшӗнче ҫуллахи спорт сезонӗ хупӑннӑ ятпа «Каҫал ен» хаҫат призӗсене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвӗ пулнӑ.

«Илеме хамӑр алӑсемпе тӑватпӑр» конкурсра Аслӑ Чурачӑк культура ҫурчӗ 1-мӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.

9-мӗшӗнче Хырай ,нел ялӗнчи куллен кирлӗ таварсем сутакан магазина реконструкци хыҫҫӑн уҫнӑ.

Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрӗ пирӗн округра пулнӑ, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне тӑвасси мӗнле пынипе паллашнӑ.

30-мӗшӗнче Шупашкарта Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунне уявланӑ. Республикӑра чи тухӑҫлӑ ҫӗрулми туса илнӗшӗн «Слава картофелю» агрофирмӑна (генеральнӑй директорӗ Х.С.Идиатуллин) Диплом парса чысланӑ.

Ноябрь (Чӳк)

Округра Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунне халалласа пысӑк уяв иртнӗ. Унта ӗҫре малта пыракан хуҫалӑхсемпе ӗҫченсене палӑртнӑ, наградӑсем панӑ.

Республикӑри «Ремеслаллӑ Чӑваш Ен» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн округри ӑстасем Галина Быкова «Бисерпа ӗҫлесси», Анна Можаева «Тӗрӗ» номинацисенче мала тухнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *