
2020—2024 ҫулсенче пурнӑҫа кӗнӗ «Культура» наци проекчӗ пулӑшнипе Чӑваш Енри 14 муниципаллӑ округра 20 модельлӗ библиотека туса хунӑ. Ҫак кӑтартупа республика Атӑлҫи федераллӑ округӗнче малта пыракансен шутне кӗнӗ.
Пурӗ пӗрле библиотекӑсене ҫӗнетме тӗрлӗ шайри бюджетсенчен 206,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ҫав шутра: федераци бюджетӗнчен — 135,8 миллион тенкӗ, регион бюджетӗнчен 26,8 миллион тенкӗ, муниципалитетсенчен — 43,7 миллион тенкӗ. Ҫак укҫа-тенкӗпе усӑ курса библиотекӑсене уйрӑм дизайн-проектсемпе илемлетнӗ, кӗнеке фончӗсене ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ йышши хатӗр-хӗтӗрсем вырнаҫтарса лартнӑ.
Наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Комсомольскинчи тӗп библиотекӑна та чылай улшӑну кӗртнӗ. Сӑн-сӑпатне пӗтӗмпех улӑштарнӑскер, халӗ этнобиблиотека шутланать. Унта чӑваш, тутар, вырӑс культурисен пуян тӗнчипе паллашма пулать. Ҫӗнетнӗ библиотека нихӑҫан та пушӑ лармасть. Унта яланах халӑх йышлӑ. Округра пурӑнакансем кунта кӗнеке вулама ҫеҫ мар, тус-юлташсемпе хутшӑнма, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пуҫтарӑнаҫҫӗ. Библиотекарьсем йӗркелекен кашни мероприяти хӑйнеевӗрлӗхӗпе илӗртет. Ӑсталӑх класӗсем, тематикӑлла сехетсем, ҫавра сӗтелсем, уяв концерчӗсем, литература конкурсӗсем, викторинӑсем тата ытти мероприятисем кунта питӗ интереслӗ иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ йышши хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерни вара аслӑ ҫултисен компьютер пӗлӗвне тарӑнлатма, ачасене вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пулӑшать.
«Культура» наци проекчӗ пулӑшнипе культурӑн пуян та тӗрлӗ енлӗ тӗнчи пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан миллионшар ҫыншӑн ҫывӑхрах пулса тӑчӗ. Ҫавӑнпа та унӑн тӗп енӗсене малашне пурнӑҫа кӗрекен «Ҫемье» наци проектне кӗртнӗ. Эппин, муниципаллӑ библиотекӑсене тата ытти культура учрежденийӗсене модернизацилесси малалла та пурнӑҫланса пырӗ.
Олег Николаев, ЧР Пуҫлӑхӗ:
«Модельлӗ библиотекӑсем уҫӑлсан кӗнеке фончӗ ҫӗнелет, интерактивлӑ лапамсем пулаҫҫӗ, библиотекӑсем ҫӗннине пӗлме, мӗн пӗлнине тарӑнлатма, пур коммуникацие те ҫӗнӗлле йӗркелеме май паракан вырӑнсем пулса тӑраҫҫӗ. Пирӗн тӗллев — ҫакӑн пек вырӑнсемпе кашни муниципалитета тивӗҫтересси, ҫӗнӗ форматлӑ ӗҫе ытларах библиотекӑна явӑҫтарасси».