Вторник, 17 февраля

Ӗҫ паттӑрӗсем, тыл ӗҫченӗсем пирки каласа парар

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ ентешсем ҫинчен хаҫатӑн иртнӗ номерӗсенче  каласа патӑмӑр. Вӗсемсӗр пуҫне те пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксем сахал мар пулнӑ. Вӗсем правительствӑн наградисене тивӗҫнӗ.

Николай Владимирович Будаков

Александровка ялӗнче пулнисем унта тӳпенелле ӑнтӑлакан самолет-палӑка асӑрханах пулӗ. Ӑна Гастелло паттӑрлӑхне кӑтартса пуҫ хунӑ  Н.Будаков летчикпа А.Ефименко стрелока халалланӑ.  Палӑка 1980 ҫулта уҫнӑ.

Н.В.Будаков пирӗн районти Александровка ялӗнче 1912 ҫулта ҫуралнӑ.  Комсомольскинчи вӑтам шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн летчиксем хатӗрлекен вӗренӳ заведенине вӗренме кӗнӗ. Ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫӗршыври чаҫсенче службӑра тӑнӑ, тӗрлӗ йышши самолетсемпе вӗҫсе ӑсталӑхне туптанӑ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

 Унпа пӗрле  пӗр полкра пулнӑ В.Белохохловпа К.Бахмисов летчиксем ун пирки  каласа панинчен: «1943 ҫулта пирӗн полк ҫӗнӗрен йӗркеленме тытӑнчӗ, эпир вӑл вӑхӑтри ҫӗнӗрех ИЛ-2 самолет-штурмовиксем ҫинче вӗренме пуҫларӑмӑр. Вара полк 503-мӗш авиаци полкӗ ята илчӗ». Шӑпах унта звено командирӗ пулма Н.Будакова ҫирӗплетнӗ. Асаилӳрен: «Летчиксем пурте ҫамрӑкчӗ, 20—21 ҫулсенчеччӗ. Вӗсемпе танлаштарсан Николай Владимировичӑн пурнӑҫри те, вӗҫеври опычӗ те сахалах пулман, паллах. Иккӗмӗш звено командирӗ пулнӑ май Будакова летчиксен составӗ уйрӑмах интереслентеретчӗ. Эпир сисмесӗрех вӑл пӗтӗм ӗҫпе паллашрӗ те звенона пӗлсе ертсе пыма пуҫларӗ. Вӑл звенори кашни ҫынпа тӗрлӗ темӑсемпе нумай калаҫатчӗ, вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе те, летчиксен вӗҫеври тата техникӑлла хатӗрленӗвӗпе те паллашатчӗ. Ӑна пурте интереслентернӗ. Часах эпир пирӗн командир ӑслӑ, хӑй ӗҫне пӗлекен,  пиртен те ҫирӗп ыйтакан лайӑх юлташ пулнине ӑнланса илтӗмӗр. Вӑл васкамасӑр, пӗлсе ӗҫлесе экипаж звенине ҫирӗплететчӗ, ӑна ҫапӑҫӑва хатӗрлетчӗ. Часах полкри парти комитечӗпе полк командирӗ сӗннипе ӑна эскадрильӑри парти организацийӗн секретарӗ пулма суйларӗҫ.

1944 ҫулхи февральте тӗплӗн хатӗрленнӗ хыҫҫӑн летчиксен составӗ ИЛ-2 самолетпа вӗҫме пуҫларӗ. Пирӗн дивизи И.Х.Баграмян ертсе пыракан пӗрремӗш Прибалтика фрончӗн шутне кӗретчӗ. Эпир хирти аэродромра, Неваль хулинчен ҫурҫӗр хӗвеланӑҫнелле чарӑнтӑмӑр».

1944 ҫулхи июнӗн 23-мӗшӗнче полк ҫапӑҫӑва хатӗрленме тытӑннӑ.  Пӗрремӗш Прибалтика фрончӗ хӑватлӑ наступлени пуҫланӑ. Ҫав кунсенче хаяр ҫапӑҫусем пулса иртнӗ. Летчиксен тӑтӑшах сывлӑша вӗҫсе хӑпарса яваплӑ  заданисене пурнӑҫлама тивнӗ.  Будаковӑн звени ҫапӑҫусенче пӗрре мар палӑрнӑ.

Июлӗн  3-мӗшӗнче вӗсем черетлӗ приказ илеҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи разведка палӑртнӑ тӑрӑх Боровуха II станцинче тӑшманӑн СС дивизийӗ илсе килекен эшелонсем нумай пулнине палӑртнӑ. Вӗсене пӗтерме ҫӗкленет те Будаков звени. Анчах та бомбӑсем пӑрахнӑ чухне Н. Будаковӑн самолетне вут хыпса илет. Вӑл  А.Ефименко стрелокпа пикировкӑна тухса вӗҫев хатӗрӗпе тӑшман эшелонӗ ҫине тӑрӑнать. Пирӗн ентеш Гастелло паттӑрлӑхне кӑтартса ҫавӑн пек Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе  пурнӑҫран уйрӑлать.

Аэродрома таврӑннӑ летчиксем Н.Будаков вилӗмӗ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Часах полкра митинг пулать. Унта пӗрле ҫапӑҫнӑ юлташӗсем малалла тӑшмана ытларах пӗтерме тупа тӑваҫҫӗ. Ҫар Совечӗ йышӑннӑ тӑрӑх Будаков звенине ун ятне параҫҫӗ, унти самолетсен фюзеляжӗ ҫине «Будаков парторгшӑн!» тесе ҫырса хураҫҫӗ.

Паттӑр летчика «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденпа, Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн I степенӗпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчи материалсем тӑрӑх Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *