Вторник, 29 апреля

Ҫар мухтавӗн паллӑ кунӗсем

Ҫар мухтавӗн паллӑ кунӗсем

Февраль, 2. Ҫак кун 1943 ҫулта совет ҫарӗсем Сталинград ҫапӑҫӑвӗнче нимӗҫ фашисчӗсен ҫарӗсене ҫапса аркатнӑ.

Февраль, 8. Ҫар топографӗн кунӗ.

Февраль, 9. Ҫак кун 1904 ҫулта Раҫҫей крейсерӗ «Варяг» тата «Кореец» канонер кимми Чемульпо бухтинче яппун эскадрипе паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ.

Февраль, 13. Ҫак кун 1945 ҫулта совет ҫарӗсем Будапешт хулине ирӗке кӑларнӑ. Нимӗҫсем оккупациленӗ Венгрин тӗп хулине илессишӗн пынӑ йывӑр ҫапӑҫусенче пирӗн ҫарсем 80 пин ытла ҫынна ҫухатнӑ.

Февраль, 15. Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун. Ҫак кун 1989 ҫулта совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑ.

Февраль, 16. 1916 ҫулта Николай Николаевич Юденич ертсе пыракан вырӑс ҫарӗсем турккӑсен Эрзерум крепоҫне илнӗ.

Февраль, 23. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗ-левҫин кунӗ. Ҫак кун 1918 ҫулта Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ ҫарне туса хунӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *