Вторник, 29 апреля

Шур халатлисем ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ

Шур халатлисем ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ

Январӗн 29-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп больницӑра  округри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем иртнӗ ҫул мӗнле ӗҫлесе пынине пӗтӗмлетнӗ, малашнехи тӗллевсене палӑртнӑ.

Пуҫтарӑннисем умӗнче  больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова отчет туса панӑ. Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн округра 20409 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 16093-шӗ — мӑн ҫынсем, 4310-шӗ — ачасем. Пӗлтӗр 331 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ,135 ача кун ҫутине килнӗ. Вилекенсенчен ытларахӑшӗ юн ҫаврӑнӑшӗн, нерв системин, усал шыҫӑ чирӗпе аптранӑ.

Централизациленӗ больницӑра халӑх сывлӑхне сыхлас, чир-чӗртен сиплес, профилактика ӗҫӗсем тӑвас  тӗлӗшпе 51 тухтӑр, вӑтам сыпӑкри 211 медицина ӗҫченӗ тӑрӑшать. 2024 ҫулта 4  тухтӑра, 9 медсестрана ӗҫе илнӗ.

Иртнӗ ҫул район больницине тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчен 239 миллион тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ килнӗ. Унпа пӗтӗмпех округра пурӑнакансене тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ парас тӗллевпе усӑ курнӑ. Инна Ивановна шур халатлӑ ӗҫченсем малашне те ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшас, вӑхӑтра пулӑшу парас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлессине пӗлтернӗ.

Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Резеда Хуснетдинова ҫӗршыври наци проекчӗсемпе, Чӑваш Енри регион шайӗнчи ҫӗнӗ проектсемпе паллаштарнӑ, вӗсен тӗллевӗсене палӑртнӑ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин хӑйӗн сӑмахӗнче медицина ӗҫченӗсене пархатарлӑ ӗҫ тунишӗн тав тунӑ. Вӗсем округра пурӑнакансен сывлӑхӗшӗн нумай тӑрӑшнине ҫирӗплетнӗ.

Пултаруллӑ медицина ӗҫченӗсем ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерствин, округ администрацийӗн, тӗп больницӑн Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *