Январӗн 24-мӗшӗнче округри депутатсен Пухӑвӗн черетлӗ — 38-мӗш ларӑвӗ иртнӗ. Кун йӗркинче 4 ыйту пулнӑ.
Чи малтанах округ администрацийӗн финанс пайӗн начальникӗ Зульфия Айнетдинова ҫак ыйтусене уҫӑмлатнӑ: 2024 ҫулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче округри депутатсен Пухӑвӗн ларӑвӗнче муниципаллӑ служащисене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси парас йӗрке пирки тунӑ йышӑнӑва улшӑнусем кӗртесси; ҫак кунах тунӑ тепӗр йышӑнӑва — округри муниципаллӑ должноҫсенче тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче ӗҫленӗ ҫынсене пенси ҫумне хушма тӳлев парас йӗрке пирки тунӑ йышӑнӑва улшӑнусем кӗртесси.
Округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑхӗ, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ — экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Фарад Зейнетдинов кун йӗркине кӗртнӗ ытти ыйтусемпе паллаштарнӑ. Ҫапла депутатсем округри муниципаллӑ пурлӑха приватизацилес йӗркене улшӑнусем кӗртессине сӳтсе явнӑ, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн тата округӑн инвестици уполномоченнӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне хакламалли тӗп енсене ҫирӗплетнӗ.
Кашни ыйтӑва пӑхса тухса депутатсем сасӑланӑ, сӳтсе явнӑ проектсене пурне те йышӑннӑ.

