Йывӑрлӑхсем умӗнче пуҫ усман

Ялта пурӑнакан хӗрӗ кашни кунах ун патӗнче пулсан та кил-тӗрӗшри ӗҫсене хӑйех тума тӑрӑшать вӑл: урай сӗрет, машинӑпа кӗпе-йӗм ҫӑвать, мунча та хутать… Сӑмахӑм манӑн Вутлан ялӗнче пурӑнакан Анфиса Николаевна Морозова пирки пырать. Вӑл февралӗн 1-мӗшӗнче 95 ҫул тултарать. Ҫулне кура мар хӑйне ҫирӗп тытать, тӑнпа калаҫать. Иртнӗ кунсене, уйрӑмах вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсене аса илсен куҫӗсем шывланаҫҫӗ. «Хӑлха  витӗрех мар та, ҫанталӑка кура шӑмшак суркалать», — тет юбиляр.

Унӑн ашшӗ-амӑшӗ Вутлан ялне пуҫласа яракансенчен пӗрисем пулнӑ. Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнчен куҫса килнӗскерсем йывӑҫсем касса, тымарсене кӑкласа тырпул акма ҫӗр хатӗрленӗ. Ялта «Интернационал» ятлӑ колхоз туса хурсан ашшӗ Михаил Антонович унӑн председателӗ пулнӑ.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан ашшӗ малтанхи кунсенчех фронта тухса кайнӑ. Каярахпа пиччӗшӗ те ялпа сывпуллашса салтак тумӗ тӑхӑннӑ. Шел, ашшӗ те, пиччӗшӗ те ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман. Яла юлнӑ хӗрарӑмсемпе стариксем, вӗсемпе пӗрлех ҫула ҫитмен ачасем те фронта пулӑшассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Анфиса вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул 11 ҫулта пулнӑ та аслисене мӗн пултарнӑ таран пулӑшнӑ.  Кил-ҫуртри ӗҫсене те пурнӑҫланӑ, колхоз ӗҫне те хутшӑннӑ. Ҫемьере асли пулнӑ май ӑна татах та йывӑртарах лекнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӗсен мӗн кӑна тума тивмен пулӗ, пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнсан та, ҫие тӑхӑнма тумтир енчен япӑх пулсан та чӑтнӑ. Ачаллах йывӑрлӑхсем курма нумай тивнӗ унӑн. Лашасемпе ҫеҫ мар, вӑкӑрсемпе те ӗҫлеме тивнӗ 14—15 ҫулсенчи хӗрачасен. Ҫул ҫитмесӗрех пысӑкланнӑ вӗсем. Вӑкӑрсем кӳлсе Йӗпреҫе ҫити тырӑ леҫме  те кайнӑ, суха ӗҫне те хутшӑннӑ. Тӑманлӑ Выҫлинчи 7 класлӑ шкула пӗтерсен малалла вӗренес кӑмӑлӗ те пулнӑ ӗнтӗ. Анчах та ҫемьери йывӑрлӑхсене пула ку шухӑша пӑрахма тивнӗ.

Вӑрҫӑ чарӑнсан яла фронтовиксем таврӑнма пуҫланӑ, ӗҫ вӑйӗ хутшӑннӑ. Анчах та пӗве кӗнӗ хӗрсен пурнӑҫӗ ҫӑмӑлланман. Вӗсем арҫынсемпе тан хирте ӗҫленӗ, вӑрман касма та  илсе кайнӑ.

Анфиса Николаевна Электросталь хулинче те ӗҫлесе пӑхать. Ялта амӑшӗ пӗччен юлнипе ялах таврӑнма тивет. Вӑрманхӗрри Чурачӑк каччипе Владимир Васильевичпа ҫемье ҫавӑрсан та мӑшӑр Вутлан ялӗнчех пурӑнма пуҫлать. Ҫапла вара вӗсен пӗтӗм пурнӑҫӗ малтан «Интернационал», каярахпа «Заря» колхозсемпе тачӑ ҫыхӑнать. Арҫын бригадирта, лашасем пӑхнӑ ҫӗрте вӑй хурать, хуҫалӑхри ытти ӗҫсенче те тӑрӑшать. А.Морозова вара куллен колхозри бригада ӗҫне хутшӑнать. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче хирти ӗҫсене чылай чухне алӑ вӑйӗпе тума тивнӗ. Утӑ-улӑм пуҫтарнӑ, хирсене ҫумкурӑкран тасатнӑ, хӗлле улӑм каснӑ… Хастар хӗрарӑм колхоз ӗҫне те ӗлкӗрнӗ, хуҫалӑха та мӑшӑрӗпе тытса пынӑ. Вӗсем вӑй ҫитерсе ҫӗнӗ пӳрт лартнӑ, хуралтӑсем ҫавӑрнӑ, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ. 5 ача ҫуратса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Хӑйсен тӗпренчӗкӗсене Морозовсем мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарса пынӑ.

«Колхоз выльӑх кӑшманӗн, кукурузӑн  уйӗсене ҫумкурӑкран тасатма пайсем уйӑрса паратчӗ. Анне хӑйсен лаптӑкӗсене пӑхман ҫынсенне те илетчӗ. Пирӗн ҫу каҫа 2—3 пай ҫинче те ӗҫлеме тиветчӗ. Хӑй ыйтса ҫӳремен ӗнтӗ, маттур та хастар пулнипе, ӗҫе типтерлӗ пурнӑҫланипе  ирӗксӗрех ӑна шанса панӑ. Анне ӳркенсе тӑмастчӗ, пире те ӗҫе тӗплӗ тума хистетчӗ.  Пуҫланӑ ӗҫе яланах вӗҫне ҫитерме вӗрентнӗшӗн тав сӑмахӗ калатпӑр», — тет хӗрӗ Валентина Киргизова.

Унӑн пултарулӑхӗпе хастарлӑхне колхоз правленийӗ пӗлсе-курса тӑнӑ. Ҫулсеренех ӑна Хисеп грамотисем, Тав хучӗсем, хаклӑ парнесем парса чысланӑ. «Коммунизмла ӗҫ ударникӗ», «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» тата ытти паллӑсем темиҫе те унӑн. В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа «Ӗҫри паттӑрлӑхшӑн» медале те тивӗҫнӗ вӑл. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунине халалланӑ юбилей медалӗсем те илемлетеҫҫӗ «вӑрҫӑ ачине». Чи  пысӑк награди вӑл — 1973 ҫулта СССР Верховнӑй Президиумӗн указӗпе панӑ «Хисеп Палли» орден. Ҫаксем вӑл ҫамрӑк чухне хастар, ӗҫрен ӳркенмен, пур ҫӗрте те малта пыракан ҫын пулнине туллин ҫирӗплетеҫҫӗ.

Халӗ те вӑл ахаль ларма юратмасть. Тӑтӑшах хусканусем тума тӑрӑшать. «Юр ҫусан чун чӑтмасть, картишне кӗреҫе йӑтса тухатӑп. Ҫулла хама ӗҫлесе йӑпанма пахчаҫимӗҫ лартатӑп, акатӑп. Чӑх-чӗп, хур- кӑвакал усрама кӑҫал ҫеҫ пӑрахрӑм, ытти ҫул вӗсене пӑхса чуна кантарнӑ», — каласа парать вӑл.

«Халӗ пурӑнма пур условисем те пур. Пенси параҫҫӗ, пӳрт ӑшӑ. 100 ҫула ҫитесчӗ-ха», — терӗ калаҫӑва вӗҫленӗ май Анфиса Николаевна. Вӑл Ҫӗнӗ Мӑратри фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшакан Л.Г.Зверева час-часах кӗрсе тухса унӑн сывлӑхӗпе интересленнине палӑртрӗ. Ӑна тав сӑмахӗ каларӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *