Январӗн 15-мӗшӗнче РФ Следстви комитетне туса хунӑранпа 14 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Патӑрьелӗнчи районсем хушшинчи следстви уйрӑмӗ 2024 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетрӗ.
РФ Следстви комитетне 2010 ҫулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ 403 №-лӗ Федераллӑ саккунпа, РФ Президенчӗн 2010 ҫулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнчи тата 2011 ҫулхи январӗн 14-мӗшӗнчи Указӗсемпе килӗшӳллӗн туса хунӑ. Унӑн ӗҫӗсене Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче пурнӑҫлама Патӑрьелӗн чи районсем хушшинчи следстви уйрӑмне йӗркеленӗ. Паянхи кун унта 6 ҫын ӗҫлет. Вӗсем преступленисене тӗпчесе хӑвӑрт тата пахалӑхлӑ уҫса парас, малтанхи следстви вӑхӑтӗнче саккунлӑха тивӗҫтерес, ҫыннӑн тата гражданинӑн прависемпе ирӗкӗсене хӳтӗлес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ.
Преступленисен хӑрушӑ категорийӗсене, тӗслӗх-рен, ҫын вӗлернине, ҫынна ирӗксӗрлесе вӑрланине, ҫынсемпе сутӑ тунине, арлӑх ирӗклӗхӗ енӗпе преступлени тунине, саккуна пӑсса ӗҫ укҫи тӳлеменнине, коррупци сӗмӗллӗ преступленисене — пӗтӗмпе РФ Уголовлӑ кодексӗн 140 ытла статйи тӑрӑх — РФ Следстви комитечӗн следователӗсен ҫеҫ тӗпчеме ирӗк пур.
Пӗлтӗр Патӑрьелӗнчи районсем хушшинчи следстви уйрӑмӗ преступлени туни ҫинчен пӗлтернисем тӑрӑх 61 хутчен уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, 88 преступлени тӑрӑх 55 уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Следстви уйрӑмӗн ӗҫченӗсем халӑхпа калаҫни вырӑнти саккунлӑха хаклама тата преступленисем тӑвассине пӗлме пулӑшнине шута илсе кашни кун граждансене йышӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫулталӑк тӑршшӗпе 100 ытла ҫынна йышӑннӑ, тӗрлӗ ыйтусене татса пама пулӑшнӑ.
Следовательсем йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисене уҫса парасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 2024 ҫулта ҫакнашкал 23 тӗслӗхе тӗпченӗ, вӗсем хушшинче ҫынна хирӗҫ тунӑ преступленисем, коррупци сӗмӗллӗ преступленисем, халӑхӑн сывлӑхне тата обществӑлла кӑмӑл-сипете хирӗҫ тунӑ ӗҫсем тата ыттисем те. Коррупци сӗмӗллӗ преступленисене илес пулсан, пӗлтӗр 9 ҫынна хирӗҫ 8 уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ.
Патӑрьелӗнчи районсем хушшинчи следстви уйрӑмӗ ҫул ҫитменнисемпе ҫыхӑннӑ преступленисене уҫса парас енӗпе те тимлет. 2024 ҫулта пурӗ 12 ача шар курнӑ. Ҫул ҫитменнисем тунӑ 1 уголовлӑ ӗҫе тата ачасене хирӗҫ тунӑ 7 уголовлӑ ӗҫе суда ҫитернӗ.
Уголовлӑ ӗҫсене тӗпченӗ чухне вӗсене кам пурнӑҫланине ҫеҫ мар, преступлени патне илсе пынӑ пулӑмсене те тупса палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май организацисемпе учрежденисене ҫак пулӑмсенчен хӑтӑлма представленисем ҫыраҫҫӗ, айӑплисене дисциплинарлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Пӗлтӗр должноҫри 48 ҫынна ҫакӑн пек майпа явап тыттарнӑ.
Иртнӗ ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетсе прокуратура органӗсен, шалти ӗҫсен органӗсен, федераллӑ хӑрушсӑрлӑх службин тата ытти право сыхлавӗн органӗсен ӗҫченӗсене яланах пулӑшса пынӑшӑн тав тӑватпӑр. Право сыхлавӗн органӗсем пӗрле килӗштерсе ӗҫлесен тата уйрӑм ҫынсем пулӑшсан ҫеҫ пӗтӗм преступление уҫса пама, айӑплисене явап тыттарма май килет.
Н.Яковлев,
Патӑрьелӗнчи районсем хушшинчи следстви уйрӑмӗн ертӳҫи.

