Чӑваш Енре январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине 8,1 процент чухлӗ индексациленӗ.
Ҫапла майпа вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ, культура, социаллӑ хӳтлӗх тата халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес, физкультурӑпа спорт сферисенчи патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче тӑрӑшакан 71 пин ытла ҫыннӑн ӗҫ укҫи ӳснӗ.
Ҫав вӑхӑтрах чи пӗчӗк шалу илекенсен те тупӑшӗ пысӑкланнӑ, мӗншӗн тесен кӑҫал унӑн шайӗ 16,6 процент ӳссе 22440 тенке ҫитнӗ.

