Суббота, 26 апреля

Ҫӗнӗ ертӳҫӗ тӗллевсем палӑртнӑ

Ҫӗнӗ ертӳҫӗ тӗллевсем палӑртнӑ

Чӗчкен территори уйрӑмне Р.Н.Жукова ертсе пыма тытӑннӑ. Рева Николаевна малтан 20 ҫул ытла шалти ӗҫсен системинче тӑрӑшнӑ.

Ҫак кунсенче вӑл Аслӑ Чурачӑк тата Чӗчкен ялӗсенчи тӗн, вӗрентӳ, сывлӑх сыхлавӗн, культура ӗҫченӗсемпе, ялсен старостисемпе  канашлу ирттернӗ. Унта малашне вырӑнти инфраструктурӑна аталантарас енӗпе пурнӑҫламалли ӗҫсене, обществӑлла мероприятисем йӗркелессине тата ытти ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухнӑ.

Канашлу ӗҫне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хутшӑннӑ, ҫӗнӗ ертӳҫӗне ӗҫре ӑнӑҫусем суннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *