Понедельник, 28 апреля

Ҫемьесемшӗн курӑмлӑ пулӑшу

Ҫемьесемшӗн курӑмлӑ пулӑшу

Кӑҫалтан ҫӗршывра ҫӗнӗ наци проекчӗ    «Ҫемье» ӗҫлеме пуҫлать. Унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енре ҫемье хаклӑхӗсене пропагандӑлас, ачасемпе амӑшӗсене хӳтӗлес, ачаллӑ ҫемьесене тата аслӑ ӑру ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫлама палӑртнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех ачаллӑ ҫемьесене паракан пулӑшу мерисене те пӗрлештерсе тӑрӗ.

«Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫалтан пуҫласа ачасемшӗн паракан пӗрлӗхлӗ пособи 14,8 процент ӳснӗ. Енчен те ҫемьере тата ачасем ҫуралчӗҫ пулсан, вӗсемшӗн те пособие аслисемшӗн паракан шайра тӳлеме тивӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑҫалтан иккӗмӗш тата малаллахи ачасемшӗн усӑ курма пулакан налук вычечӗн суммине ӳстернӗ. Халӗ вӑл иккӗмӗш ачашӑн 2800 тенкӗпе, виҫҫӗмӗш тата малаллахисемшӗн 6000 тенкӗпе танлашать. Унсӑр пуҫне вычет илме пулакан тупӑш шайне те 350 пин тенкӗрен 450 пин тенкӗ таран пысӑклатнӑ.

Февралӗн 1-мӗшӗнчен амӑшӗн капиталне 7,3 процент чухлӗ индексацилеҫҫӗ. Пӗрремӗш ачашӑн вӑл 677 пин тенкӗпе, иккӗмӗшӗшӗн 894 пин тенкӗпе танлашӗ. Ҫавӑн пекех декрет отпускне каякансене тата ача ҫулталӑк ҫурӑ тултариччен паракан тӳлевсене те пысӑклатнӑ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан паракан республикӑри амӑш капиталӗн шайӗ кӑҫалтан 200 пин тенкӗпе танлашать.    

Цитата

Олег Николаев, ЧР Пуҫлӑхӗ:

«Тӗллевлӗ патшалӑх политики пулӑшнипе юлашки ҫулсенче нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ палӑрмалла ӳсрӗ —19 пине яхӑн. Кашни 4-мӗш ача нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗнет».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *