
«Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗ округра выльӑх-чӗрлӗх енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсенчен пӗри. Кунта мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 831 пуҫ. Вӗсенчен 293-шӗ сӑвакан ӗнесем.
Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ял хуҫалӑх, экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен уйрӑмӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Минзаит Зайнуллин округра чи нумай выльӑх тытакан хуҫалӑхӑн Хырхӗрринчи фермине ҫитсе курнӑ. Вӗсем выльӑх-чӗрлӗх мӗнле хӗл каҫнипе интересленнӗ. Хуҫалӑхра выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, продуктивлӑх та аван.