Суббота, 18 апреля

Мобильлӗ бригада пулӑшать

Мобильлӗ бригада пулӑшать

Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта темиҫе ҫул ӗнтӗ мобильлӗ бригада ӗҫлет. Вӑл пулӑшнипе ватӑсене ятарлӑ транспортпа медицина учрежденийӗсене турттараҫҫӗ.

65 ҫула ҫитнӗ граждансем, хӑйсем тӗллӗн медицина учрежденине ҫитеймеҫҫӗ пулсан, участок терапевтӗнчен е социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн специалистӗнчен пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех чире пула тухса ҫӳреймен ҫын валли те ятарлӑ транспорт чӗнме май пур. Медицина учрежденине илсе ҫитерсен те ветерансене тимлӗхсӗр хӑвармаҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫчен вӗсене анализсем пама, флюорографи, рентгенографи е электрокардиограмма тума кабинетсем тӑрӑх ертсе ҫӳрет.    

Пӗлтӗр ҫулталӑк тӑршшӗпе мобильлӗ бригада Комсомольскинчи тӗп больницӑна пурӗ 22 ватӑ ҫынпа инвалида илсе ҫитернӗ. Уйрӑмах Шурут территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем ҫак пулӑшупа нумайӑн усӑ курнӑ. 2023 ҫулта ку кӑтарту — 97 ҫынпа, 2022 ҫулта 53 ҫынпа танлашнӑ пулнӑ.

Палӑртса хӑвармалла% ҫак пулӑшу мери ватӑсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшать, тухтӑр патне вӑхӑтра кайса сипленни пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстерме те май парать. Хальхи вӑхӑтра округра вӑрӑм ӗмӗрлӗ 107 ватӑ пурӑнать. Вӗсен ӳсӗмӗ — 90 ҫулран пуҫласа 101 ҫулччен. 95 ҫул урлӑ каҫнӑ 23 ветеран пур. Аслӑ ӑру ҫыннисене пысӑк тимлӗх уйӑрасси «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.

«Округра пурӑнакансем пирӗн учрежденире мобильлӗ бригада пулӑшу панишӗн питӗ савӑнаҫҫӗ. Вӑл ватӑсемпе инвалидсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Медицина учрежденине илсе ҫитерни — ветерансемшӗн пысӑк пулӑшу. Эпир малашне те ку енӗпе активлӑн ӗҫлесе аслӑ ӑру ҫыннисене тимлӗх уйӑрӑпӑр», — палӑртать социаллӑ ӗҫ специалисчӗ Ольга Бугровская. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *