Ахаль ларма юратмасть

Юр ҫукаланӑ  та Елизавета Игнатьевна майпен кӑштӑртаткаласа картишне тухрӗ. Кӗреҫе тытса ӗҫлеме пуҫларӗ. Пилӗкӗ  ыраткалать  пулин те ӗҫсӗр ларас килмест унӑн. Кӑҫал 88 ҫул тултарчӗ те шӑмшакӗ ҫанталӑк пӑсӑлнине аванах систерет. Ывӑлӗ  хамӑрах юр уҫатпӑр тесе каланине те итлемерӗ. Пӗтӗм пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ те, халӗ те выртса тӑрас килмест унӑн, кил-тӗрӗшре мӗнпе те пулин пулӑшасшӑн. Ҫу кунӗсенче пахчана тухать.

Ҫӗнӗ Шӑхран хӗрӗ пулнӑ вӑл. Ачалӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ, йывӑрлӑхсем нумай курма тивнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те ҫӑмӑл килмен. Хӗр ҫамрӑклах Комсомольскинчи Ленин ячӗллӗ колхозра дояркӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӗҫ условийӗсем вӑл вӑхӑтра питӗ йывӑр пулнӑ. Пурне те алӑ вӑйӗпе тума тивнӗ. Ферма ҫуртӗнчех ҫӗр каҫнӑ. Ӗнесем пӑруланӑ вӑхӑтра йӗркеллӗ ҫывӑрайман та. Вӗсем пурӑнакан пӳлӗмре хӗлле сивӗ пулнӑ. Фермӑра та тислӗк ҫӑрӑлнӑ, ураран ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те резина атӑ кайман. Апла пулин те ҫамрӑк тӑрӑшнӑ. Пӗр вӑхӑт Елизавета пӑрусем те пӑхнӑ.

Чипер хӗре Комсомольски каччи  Степан Жирнов асӑрхать.  Пӗр-пӗрне юратакан ҫамрӑксем 1960 ҫулта ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Вӑл ҫулсенче Елизавета Игнатьевна фермӑра ӗҫлемен ӗнтӗ. Колхозри тӗрлӗ ӗҫсене хутшӑннӑ. 1960—70 ҫулсенче «Комсомольский» совхоз хӑйӗн вӑйӗпе строительство ӗҫӗсем те нумай пуҫланӑ. Е.Жирнова та ҫав ӗҫсенче тӑрӑшнӑ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртмалли комплекс тунӑ ҫӗрте те вӑй хунӑ.

«Мана питӗ вӗрентесшӗнччӗ анне. Ҫавӑнпа та йывӑр ӗҫсенчен те хӑраман. Укҫа-тенкӗ ытларах ӗҫлесе илес тесе йывӑр вырӑнсенче  те тӑрӑшнӑ, хӑйне шеллемен. Вӗреннӗ вӑхӑтра пулӑшнӑшӑн ӑна паянхи кун та тав тӑватӑп», — тет хӗрӗ, халӗ Кӗҫӗн Каҫал врач офисӗнче терапевтра ӗҫлекен Роза Степановна Муравьева.

Ашшӗ  Степан Петрович районти ветстанцире вӑй хунӑ, Елизавета Игнатьевна куллен бригада ӗҫне хутшӑннӑ. Вӗсем кил-ҫуртра выльӑх-чӗрлӗх нумай усранӑ. Хушма хуҫалӑха тытса тӑма та, хӑйсен кулленхи ӗҫӗнче тӑрӑшма та, ачи-пӑчине пӑхса ӳстерме те ӗлкӗрнӗ пултаруллӑ мӑшӑр. «Манӑн анне хӑй ӗмӗрӗнче виҫӗ пӳрт лартнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫурт тӑвасси ҫӑмӑл мар. Укҫи-тенки те, вӑхӑт та кирлӗ. Темӗнле йывӑр пулсан та чӑтнӑ», — сӑмахне малалла тӑсать хӗрӗ.

Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та Е.Жирнова темиҫе ҫул совхоз ӗҫне хутшӑннӑ. Хастар ӗҫшӗн ӑна чылай награда парса чысланӑ.  Вӑл «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Ҫак кунсенче Елизавета Игнатьевнӑна ачисемпе мӑнукӗсем, тӑванӗсем 88 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ, ун ячӗпе ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем нумай каланӑ.

Юрий Гаврилов. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *