Среда, 16 сентября

2024 ҫул. Мӗнпе асра юлчӗ?

2024 ҫул. Мӗнпе асра юлчӗ?

Январь (Кӑрлач)

1—8-мӗшӗсенче кану кунӗсем пулнӑ. Апла пулсан та муниципаллӑ округра пурӑнакансем культурӑлла-массӑллӑ мероприятисене, спорт ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑннӑ.

Аслӑ Чурачӑк культура ҫурчӗ ҫумӗнчи  округри искусствӑсен шкулӗн филиалӗн «Тевет» фольклор ансамблӗ тата Хирти Явӑш шкулӗн вӗренекенӗсем Канаш хулинче иртнӗ «Рождественская звезда» ачасен Епархи фестивальне хутшӑннӑ, парнесене тивӗҫнӗ.

12-мӗшӗнче  пирӗн округри этнобиблиотекӑра  «Про-движение» ҫамрӑксен хутшӑну центрне уҫнӑ.

15—16-мӗшӗсенче Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Малая Родина — сила России» муниципаллӑ форум иртнӗ. Ун ӗҫне пирӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та хутшӑннӑ.

 23-мӗшӗнче пирӗн округра ӗҫлӗ визитпа ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ  Сергей Артамонов пулнӑ, округ администрацийӗн пайӗсен, территори уйрӑмӗсен, тӗрлӗ тытӑмлӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ, ҫӗнӗрен тӑвакан «Триумф-Агро» цехри ӗҫсем мӗнле пынипе паллашнӑ.

26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

27-мӗшӗнче Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче хамӑр ентеше, СССР чемпионкине Вера Черновӑна халалласа йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

Ферваль (Нарӑс)

1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне ҫулсеренех яракан Ҫырӑвӗпе тухнӑ. Ӑна округра пурӑнакансем анлӑн сӳтсе явнӑ.

Территори уйрӑмӗсенче граждансен пухӑвӗсем пуҫланнӑ. Ял ҫыннисем унта хӑйсене хумхантаракан ыйтусене пӑхса тухнӑ.

10-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче комсомол организацине туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Ку вӑл санпа манӑн биографи» тӗлпулу каҫӗ пулнӑ.

10-мӗшӗнче «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2024»  чупу округра пурӑнакан ҫӗршер ҫынна йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑратнӑ.

Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 35 ҫул ҫитнине халалласа «Афган вӑрҫин ахрӑмӗ» паттӑрлӑх сехечӗ иртнӗ.

21-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче округӑн 2023 ҫулхи ӗҫӗсене пӗтӗмлетсе пысӑк пуху иртнӗ.

22-мӗшӗнче округ центрӗнчи культура ҫуртӗнче Комсомольски районне (округне) туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулнӑ.

24-мӗшӗнче  Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне тата Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа сунарҫӑсен биатлонӗ енӗпе республика  шайӗнчи ӑмӑрту иртнӗ.

27-мӗшӗнче пирӗн округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин Мускав облаҫӗнче «Патриот» центрта «Служение» марафон шучӗпе  «Сильнее стали» тематикӑлла тӗлпулӑва хутшӑннӑ.

29-мӗшӗнче РФ Президенчӗ  Владимир Путин Федераци Советне ҫулсерен яракан  Ҫырупа тухнӑ.

Март (Пуш)

7-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче мухтавлӑ ентеш Владислав Ильин вице-адмирал парнисемшӗн  волейбол турнирӗ республикӑри чылай командӑна пуҫтарнӑ.

Округра Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа нумай мероприяти иртнӗ.

9-мӗшӗнче  «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑвне спорта юратакан чылай ҫын хутшӑннӑ. 10-мӗшӗнче Комсомольски ялӗнче округра пурӑнакансем сивӗ хӗлпе сывпуллашнӑ, Ҫӑварни уявне паллӑ тунӑ, ҫуркуннене кӗтсе илнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *