
Паттӑрсем 1812 ҫулхи Отечественнӑй, Граждан, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑсенче юн тӑкнӑ, халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессишӗн ҫапӑҫаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче Чӑваш ен ҫыннисем те, пирӗн тӑрӑхри ентешсем те пулнӑ, пур.
Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе «Радуга» культурӑпа выставка центрӗ «Лица Чувашии. Они сражались за Родину» ятарлӑ социаллӑ проект ӗҫе кӗртет. Унӑн тӗллевӗ ачасене мӗн пӗчӗкрен патриотизмла воспитани парасси пулса тӑрать.
Нумаях пулмасть «Радуга» культурӑпа выставка центрӗн директорӗ Нина Смирнова республикӑри шкул ҫулне ҫитменнисен 80 организацине «Опорная площадка проекта «Лица Чувашии» статуса ҫирӗплетекен дипломсем панӑ. Вӑл шутра пирӗн округри «Радуга» ача сачӗ те пур.
Проектпа ӗҫлеме 293 педагога ҫирӗплетнӗ. Ачасене валли тӗпчев ӗҫӗсем тума ятарлӑ 3500 тет-радь валеҫсе панӑ.
Галина Молокова.