
Ҫӗнӗ ҫулхи кану кунӗсенче округра пурӑнакансем уявсене паллӑ тунипе пӗрлех культура тата спорт мероприятийӗсене те хастар хутшӑннӑ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпех спорт тата сывлӑх декади пулнӑ май пирӗн тӑрӑхра та спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.
Январӗн 1—8-мӗшӗсенче округра сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем 27 тупӑшӑва хутшӑннӑ. Спорт площадкисенче 500 ытла ҫын тупӑшнӑ. 672 ҫын «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексне ҫитсе сывлӑхне ҫирӗплетнӗ.
Уйрӑм ялсемпе илсен кану кунӗсенче Асанкасси территори уйрӑмӗнче спорт ӑмӑртӑвӗсем ытларах пулнӑ. Унта волейболла та, футболла та, хоккейла та выляса тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Хирти Сӗнтӗр тата Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗсене кӗрекен ялсенче те спорта юратакансем йышлӑ. Вӗсенче те ӑмӑртусем чылай пулнӑ.
Патшалӑх влаҫӗн, ӗҫ тӑвакан влаҫӑн территорири органӗсен, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫченӗсен спартакиадин ӑмӑртӑвӗсене Хырхӗрри, Асанкасси, Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗсен начальникӗсем Валерий Нямуков, Николай Карпов, Александр Орешкин, округ администрацийӗн ҫул-йӗр, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх секторӗн заведующийӗ Ильшат Минуллин, культура секторӗн начальникӗ Дария Грибова хастар хутшӑннӑ.
Валерий Денисов,
«Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫне пурнӑҫлаканӗ.