Йӑлмахва ял библиотекинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗсен амӑшӗсемпе тата мӑшӑрӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ. Вӗсене Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Г.Кузьмин ялти ветерансен совечӗн председателӗ Н.А.Смирнова иртнӗ уявсем ячӗпе саламланӑ пурнӑҫра ӑнӑҫусем суннӑ.
Ӑшӑ калаҫу пынӑ май вырӑнти культура ӗҫченӗсем тӗлпулӑва килнисен кӑмӑлӗсене уҫма ҫепӗҫ юрӑсем парнеленӗ. Т.С.Ефремова инҫетри ентешсен пурнӑҫне сыхлатӑр тесе хӑй аллипе ангел-управҫӑ (оберег) тунӑ. Ӑна чӑрӑш ҫине ҫакнӑ.
Сӗтел хушшинче вӗри чей ӗҫнӗ май калаҫу паянхи кун хумхантаракан ыйтусем тавра пынӑ.

