Пятница, 14 августа

Пуриншӗн те усӑллӑ пулнӑ

Пуриншӗн те усӑллӑ пулнӑ

Округри пултаруллӑ вӗренекенсемпе шкул директорӗсен советникӗсем иртнӗ ҫул «Вӗренӳ вырсарни кунне» тӑтӑшах ирттернӗ. Кӑҫал вӑл пуҫласа Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче пулнӑ. Мероприятие хутшӑнакансене асӑннӑ шкул директорӗ  С.В.Антонова, округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен советникӗ О.П.Григорьева саламланӑ, тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу суннӑ.

Вӗренекенсем 5 лапамра ӗҫленӗ. «Его Величество музей» ушкӑнрисем шкул музейне ҫитсе курса унти экспонатсемпе паллашнӑ. «Волшебный занавес» лапамра Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем шкул театрӗ мӗнле ӗҫленипе паллаштарнӑ. «Лебединая верность» лапамра калаҫу ҫемье тата унӑн хаклӑхӗ, йӑла-йӗрке пирки пулнӑ. «Мастерская Орлят» лапамра вӗренекенсем творчество ӑсталӑхне туптанӑ. «В гостях у Айболита» ушкӑнра медицина ӗҫченӗ ачасене амансан пӗрремӗш пулӑшу памалли меслетсем ҫинчен каласа, кӑтартса панӑ.

Юлашкинчен мероприятие хутшӑнакансем бал-маскарадра ушкӑнпа савӑннӑ. Черетлӗ «Вӗренӳ вырсарни кунӗ» пуриншӗн те усӑллӑ та интереслӗ пулнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *