
Кӑҫал республика правительстви ӗҫӗн ҫӗнӗ форматне ӗҫе кӗртме пуҫлать. Ҫакӑн ҫинчен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
«Округсен аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетӗпӗр, вӗсен управлени командисемпе пӗрле 2030 ҫулчченхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне палӑртӑпӑр», — тенӗ Олег Алексеевич. Правительство кунӗсем Улатӑр тата Пӑрачкав округӗсенчен пуҫланнӑ.
— Правительство членӗсем уйрӑм муниципалитет округӗн хӑйне евӗрлӗхне, унта умри тӗллевсене пурнӑҫлама хатӗррине туйни хаклӑ, ҫав вӑхӑтрах муниципалитетсен командисене, вырӑнти халӑха хастар ӗҫлеме хавхалантарни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хамӑр палӑртни мӗнпур ҫул-йӗрпе ӗҫлесе каяссине, кашниех хӑйӗн хӑш вӑхӑтра мӗн тумаллине, мӗнле кӑтартусем пулмаллине ӑнланассине тивӗҫтермелле, — палӑртнӑ вӑл.