
Асанкасси ялӗнче пурӑнакансем инҫетри ентешсене тӑтӑшах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑтам шкул учителӗ Оксана Копташкина тата ял библиотекарӗ Надежда Козлова ертсе пынипе ял библиотекинче кӗҫӗн классенче вӗренекенсем уроксем хыҫҫӑн ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ.
Салтаксене ҫак япаласем питӗ кирлине туйса вӗсем хавхаланса ӗҫлеҫҫӗ.