Заявка йышӑнма пикеннӗ

Заявка йышӑнма пикеннӗ

Нумаях пулмасть «Земство учителӗ» федераллӑ программа валли заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ.

Программа тӑрӑх ял-саласене, поселоксене тата 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан хуласене ӗҫлеме килекен учительсене пӗр хутчен паракан компенсаци тӳлевӗпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнакан вӗрентекен 55 ҫултан аслӑ мар, вӑтам е аслӑ педагогика пӗлӗвӗллӗ пулмалла. «Земство учителӗ» программӑпа ӗҫе кӗрсен ҫак шкулта 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. 

Заявкӑсене апрелӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче вуласа пӗлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *