Георгий Николаевич Чернов
Вӑл Нӗркеҫ ялӗнче 1916 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫамрӑклах ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Алтай крайӗнчи Канаш ялне куҫса кайнӑ. 1930 ҫулта Голишевӑри 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн колхозра бригадир пулса ӗҫленӗ. Пӗлсе, ҫынсемпе килӗштерсе тӑрӑшнӑ Георгий Николаевич. Ашшӗ-амӑшӗ пилӗпе авланса ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсен виҫӗ ача ҫуралнӑ. Питӗ савӑнса, килӗштерсе пурӑннӑ вӗсем.
1941 ҫулта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Ялта та лару-тӑру улшӑннӑ. Вӑйпитти ҫынсем фронта тухса кайнӑ. Кӗҫех Г.Чернов патне те черет ҫитет. 1942 ҫулта ӑна ҫарпа пехота училищине вӗренме янӑ. Ун хыҫҫӑн лейтенанта вӑрҫӑ хирне ӑсатнӑ. Георгий Чернов паттӑр салтак пулнӑ. Хӑюллӑ ҫапӑҫнӑшӑн ӑна 1943 ҫулта кӗске сроклӑ отпуск та панӑ. Сталинграда, Дон тӑрӑхне, Украина ҫӗрӗсене ирӗке кӑларассишӗн ҫапӑҫать вӑл.
1944 ҫулта 2-мӗш Украина фрончӗн 202-мӗш стрелковӑй дивизийӗ Румыни ҫӗрӗсене ирӗке кӑларма пуҫланӑ. Тӑшман оборонине аркатса тӑкса малалла хӗвеланӑҫнелле ялтан-яла, хуларан-хулана куҫса пынӑ. Г.Чернов лейтенант роти тӑшмана Берелити ялӗнчен хӑваласа кӑларнӑ, тӑшман траншейисене вирхӗнсе кӗнӗ те 50 фашиста парӑнтарнӑ. Вӗсем ҫине тӑшман артиллерирен, минометсенчен, сывлӑшран та пенӗ, бомбӑсем пӑрахнӑ. «Ҫапӑҫӑва хатӗрленӗр!» — приказ панӑ рота командирӗ. Фашистсен пехотине гранатӑсем пӑрахса пӑчлантарнӑ.
Ҫак кун, августӑн 20-мӗшӗнче, тӑшмансем тепӗр хут та атакӑна ҫӗкленнӗ. Г.Чернов лейтенант аллине граната тытса: «Ура! Ман хыҫҫӑн атакӑна!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Рота командир хыҫҫӑн фашистсем ҫинелле ыткӑннӑ. Тӑшман хӗҫ-пӑшалӗсене пӑрахсах каялла чакнӑ. Ҫапӑҫу хирӗнче 39 ытла салтак ҫухатнӑ, 80-шне совет салтакӗсем тыткӑна илнӗ.
Тепӗр кунне те хаяр ҫапӑҫусем пулнӑ. Г.Чернов граната пӑрахса лайӑх пытаннӑ пулемет расчетне пӑчлантарнӑ.
Августӑн 21-мӗшӗнче рота Ербигени ялӗ ҫывӑхӗнчи ту хысакне туртса илнӗ. Кунта тӑшман нумайлӑха хуҫаланма шутланӑ пулмалла, лайӑх ҫирӗплетнӗ траншейӑсем, дзотсем туса хатӗрленӗ. Ку ӑнӑҫлӑ вырӑна фашистсем мӗнле пулсан та каялла туртса илме шутланӑ, атака хыҫҫӑн атака ирттернӗ. Г.Чернов лейтенант ротинчи салтаксем пилӗк атакӑна сирсе янӑ. Салтаксен йышӗ те, боеприпассем те чакса пынӑ. Пӗр ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Георгий Николаевич 1 офицерпа 2 салтака ҫӗҫӗпе чиксе «леш тӗнчене» ӑсатнӑ. Ту хысакӗ вилнӗ тӑшман салтакӗсемпе витӗннӗ. Тарӑхса ҫитнӗ фашистсем рота ҫине ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ вӑй янӑ. Пӗр ҫапӑҫура командир йывӑр аманать. Ӑна, тӑнне ҫухатнӑскере, тӑшман хупӑрласа тыткӑна илет. Хытӑ хӗненӗ хыҫҫӑн фашистсем хӗрлӗ командира хӑйсен службине куҫма сӗннӗ. Анчах Г.Чернов коммунист килӗшмен.
Урса кайнӑ гитлеровецсем ҫирӗп чунлӑ командира парӑнтарма май ҫуккине ӑнланса ҫарамаслантарса йӗплӗ пӑралукпа ҫыхса, вут ҫине пӑрахса чӗрӗллех ҫунтарса яраҫҫӗ. Ку вӑл 1944 ҫулхи августӑн 21-мӗшӗнче пулнӑ.
СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи указӗпе Георгий Николаевич Чернова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ .
Нӗркеҫре те, округра та, вӑл вӗреннӗ шкулта та ун ятне манмаҫҫӗ.
Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчи материалсем тӑрӑх
Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.