
Эрех сиенӗ ҫинчен пурте пӗлеҫҫӗ пулсан та ҫынсем ҫак усал шӗвеке ҫав-ҫавах ӗҫеҫҫӗ. Ӳҫекен ҫын нихӑҫан та эрех серепине ҫакланатӑп е алкоголик пулас тесе ӗҫмест. Ҫын час-часах ӗҫсен, эрех ӑна хӑйӗн чури туса хурать, алкоголизм чирӗ пуҫланать.
Алкоголизм чирӗн малтанхи тапхӑрӗнче ӗҫнӗ кунсем нумайлансах пыраҫҫӗ, ӳсӗртекен эрех виҫи те ӳссех пырать. Эрех пӗрмай ӗҫес килни пӗрремӗш вырӑна тухать. Часах мухмӑр пуҫланать, ку вӑл чир иккӗмӗш тапхӑра куҫнине пӗлтерет. Ирхине урӑлса ҫитсен ҫын хӑйне питӗ япӑх туять, унӑн питӗ эрех ӗҫес килет. Сывӑ ҫынсем малтанхи кун хаяр шӗвеке нумайрах ӗҫнӗ пулсан, тепӗр кунне эрех ҫине пӑхаймаҫҫӗ. Алкоголизм чирӗпе чирлекенсем вара эрех шырама пуҫлаҫҫӗ, ӗҫсен хӑйсене ҫӑмӑлрах туяҫҫӗ.
Эрех ҫынна хӑйӗн чури туса хунисӗр пуҫне унӑн сывлӑхне питӗ пӗтерет. Алкоголь йывӑрлӑхне чи малтан пӗвер хӑй ҫине илет. Пӗвер циррозӗ — вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлса кайнин сӑлтавӗсенчен пӗри. Ӗҫмен ҫынсемпе танлаштарсан, час-часах черкке патнелле туртӑнакан ҫынсем хушшинче чӗре инфаркчӗпе тата инсульт пулнипе вилекенсем нумайрах. Ӗҫке ернӗ ҫынсем туберкулезпа 3- 4 хут ытларах чирлеҫҫӗ. Эрех пуҫ мимине те пысӑк сиен кӳрет, унӑн серепине лекнӗ ҫынсен ӑс-тӑнӗ час-часах арпашӑнса каять.
Ҫапла вара алкоголизм чирӗпе чирлекенсенчен нумайӑшӗ е сывлӑхӗ начарланса кайнипе, е тӗрлӗ пӑтӑрмаха лекнипе вӑхӑтсӑр, ҫамрӑклах вилеҫҫӗ. Асӑннӑ чир тыткӑнӗнчен хӑтӑлма пулать. Чи тӗрӗс ҫул — эрех-сӑра пачах ӗҫме пӑрахасси. Ку вӑл чӑнах та ҫӑмӑл мар. Ҫавӑнпа та специалистсем патне кайса вӑхӑтра канашлани, вӗсен сӗнӗвӗсене шута илсе сипленни чылай инкекрен сыхланма пулӑшӗ.
Людмила ЯРЫШЕВА.