
Юратупа килӗшӳ, шанчӑклӑхпа ӑнлану ҫинче тытӑнса тӑракан ҫемье ҫинчен кашниех ӗмӗтленет пулӗ. Анчах та нумай ҫул пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнма пурне те пӳрмен. Хирти Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан Ченакинсенчен вара тӗслӗх илмелли пурах — килӗшӳллӗ мӑшӑр нумаях пулмасть «ылтӑн» туйне уявланӑ.
Анатолий Георгиевич 1951 ҫулта Хирти Сӗнтӗр ялӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫара кайса килнӗ хыҫҫӑн «Гигант» колхозра трактористра 34 ҫул ӗҫленӗ. Колхоз салансан «Сундырь» коллективлӑ предприятире вӑй хунӑ.
Светлана Викторовна Хирти Ӗнел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен фермӑра ӗҫлеме пикеннӗ, 32 ҫул пӑру пӑхаканра тӑрӑшнӑ. Хастар та уҫӑ кӑмӑллӑскер, 10 ҫул ытла Хирти Сӗнтӗр ял старостинче вӑй хунӑ. Унӑн пуҫарӑвӗпе ялта нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ: шыв кӗртнӗ, урама вак чул сарнӑ, масара тирпейленӗ тата ытти те.
Ченакинсем 3 ача ҫуратса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Ывӑлӗ Сергей — «Крахмал Сервис» ООО директорӗ, «Кӗтне» ентешлӗхӗн членӗ, Шупашкарта пурӑнать. Александр та тӗп хуламӑрта тӗпленнӗ, предприниматель. Хӗрӗ Надежда — трейд-маркетолог, Мускавра пурӑнать. Ченакинсен пурӗ виҫӗ мӑнук.
Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина тата Комсомольскинчи ЗАГС уйрӑмӗн начальникӗ Ольга Федотова юбилярсене ӑшшӑн саламланӑ, «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальсемпе тата ЧР Патшалӑх службин Тав хучӗпе чысланӑ, Ченакинсен ячӗсене округӑн хисеплӗ юбилярӗсен кӗнекине кӗртнӗ. Вырӑнти артистсем хӑйсен юррисемпе пуҫтарӑннисене савӑнтарнӑ. «Сирӗн пурнӑҫри кашни кун ҫак уяв пек ҫутӑ та хаваслӑ пултӑр. Ҫак килте телей анчах хуҫалантӑр, бриллиант туя та пӗрле кӗтсе илмелле пултӑр», — тенӗ хӑнасем кил хуҫисене саламласа.
Наталья КАЛАШНИКОВА.