Ҫӗнӗ ҫулпа Раштав — пурте юратакан, тахҫантанпах кӗтекен уявсем. Симӗс чӑрӑш тавра юрласа ташлани, выляни ачасен асӗнче нумайлӑха юлать. Анчах шӑпах уяв кунӗсенче хӑрушӑ инкек сиксе тухма пултарать. Ҫавӑнпа та пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене яланах асра тытмалла.
Елкӑна илемлетнӗ чухне пусмаран тата пластмассран ӑсталанӑ теттесемпе ан усӑ курӑр, елка айне мамӑк хума та юрамасть. Электрогирляндӑсене магазинтан туянмалла, хӑвӑр алӑсемпе ӑсталамалла мар. Пӳлӗмре бенгал ҫутисем ҫутма, сирпӗнекен хлопушкӑсемпе усӑ курма, елка ҫинче ҫуртасем ҫутма юрамасть. Енчен те эсир пиротехникӑпа мӗнле усӑ курмаллине пӗлместӗр, инструкцире вара ют чӗлхепе ҫеҫ ҫырнӑ пулсан, унпа усӑ курмалла мар. Сирпӗнмен пиротехникӑна иккӗмӗш хут чӗртме е юсама хӑтланни вырӑнсӑр. Хӑвӑр тунӑ пиротехника хатӗрӗсемпе нихӑҫан та усӑ курмалла мар.
Ҫавӑн пекех пиротехникӑна кӗсьере нумай вӑхӑт илсе ҫӳреме, пурӑнмалли ҫуртсенчен, йывӑҫсенчен, хӑвӑрт хыпса илекен япаласенчен 30 метртан ҫывӑхарах чӗртме, вӑйлӑ ҫил чухне усӑ курма, чӗртнӗ чухне ҫункӑҫа пит патӗнчех тытма, ракетӑсемпе фейерверксене ҫынсем ҫине яма, петардӑсене ура айне ывӑтма, ҫутнӑ фейерверксем патне пӗшкӗнме, ҫутнӑ пиротехника хатӗрӗ патне 15 метртан ҫывӑхрах пыма юрамасть.
Ҫункӑҫ 3—5 ҫеккунт ҫунать, айккинелле вӗҫнӗ хӗлхеме сӳнтерме йывӑр. Енчен те вӑл ӳт ҫине лексен ӑна пӗҫертсе ярать. Пиротехникӑпа ӗҫленӗ чухне пирус туртма та юрамасть.
Куракансем фейерверк яракан вырӑнтан 15—20 метрта тӑмалла, ҫил вӗсем еннелле пулмалла мар. Ҫуртсем ҫывӑхӗнче ҫӳлелле вӗҫекен хатӗрсемпе усӑ курма юрамасть. Вӗсем ӑҫталла вӗҫесси паллӑ мар. Ҫапла вӗсем пӳрте, чартака вӗҫсе кӗрсе пушар кӑларма пултараҫҫӗ.
Енчен те вут-ҫулӑм хыпса илсен пушар хуралне 01, 101 е 112 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр, май пулсан алӑ айӗнчи хатӗрсемпе сӳнтерме пикенӗр.
Ҫӗнӗ ҫула савӑнӑҫлӑн кӗтсе илме сунатпӑр, ҫулӑм вара ӑшӑ ҫемье вучахӗнче ҫеҫ пултӑр!
Иван Ананьев,
Комсомольскинчи 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ.