Паянхи кун пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ вӑл. Кӑҫал январӗн 3-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ, тепӗр эрнерен вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл районшӑн, ял ҫыннисемшӗн нумай ырӑ ӗҫ туса хӑварчӗ.
Сӑмахӑм ман Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ, ҫакӑнтах пурӑннӑ Федор Яковлевич Григорьев ҫинчен. Йышлӑ тӑхӑр ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ вӑл. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ ҫул ача пӗрремӗш класа кайнӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсен каччӑ 1948 ҫулта Патӑрьелӗнчи вӑтам шкула вӗренме кӗнӗ. 1951 ҫулта кунтан лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухсан Федор Чӑваш патшалӑх педагогика институтне физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗрет. Ку вӗренӳ заведенийӗнче те хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартать. Студентсемпе тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшӑнать. Алла диплом илсен аслӑ пӗлӳллӗ каччӑна направленипе Новосибирск облаҫӗнчи пӗр шкула физикӑпа математика предмечӗсене вӗрентме яраҫҫӗ. Пӗр хушӑ ачасемпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн 1955 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче ҫамрӑка Совет Ҫарне илеҫҫӗ. Службӑн виҫӗ ҫулне унӑн Венгри ҫӗрӗ ҫинче ирттерме тивет. Кунта ӑна контрреволюцилле пӑлхава путарнӑ ҫӗре хутшӑнма тӳр килет.
1958 ҫулта яла таврӑнсан Федор Яковлевич хамӑр районти Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулне ӗҫлеме вырнаҫать. Ачасемшӗн тунсӑхланӑскер пысӑк хавхаланупа ӗҫе тытӑнать. Малтанах учительте, каярах завуч пулса тӑрӑшать.
1960 ҫулта Кӗҫӗн Ҫӗрпӳ- елӗнчи 8 ҫул вӗренмелли шкулта ачасене физикӑпа математика предмечӗсене вӗрентме пуҫлать Федор Яковлевич. Пултарулӑхне кура кунта та завуч ӗҫне шанса параҫҫӗ, ку ӗҫре вӑл 26 ҫул тӑрӑшать. 1986—1994 ҫулсенче Федор Яковлевич шкул директорӗнче вӑй хурать. Пенсие тухсан та 2000 ҫулччен ачасене физика тата астрономи предмечӗсене вӗрентет. Унӑн пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ — 40 ҫул ытла.
Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗ ҫу- мӗнчи сад пахчи вӑрҫӑ умӗн тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче республикӑра лайӑххисен шутӗнче пулнӑ. Ку ӗҫе хӑй вӑхӑтӗнче шкул директорӗ Василий Семенович Смирнов ертсе пынӑ. Унӑн ӗҫне малалла Федор Яковлевич тӑснӑ, сад пахчи тӗрлӗрен йывӑҫ-тӗмпе пуянланса пынӑ.
Шкулта ӗҫленӗ ҫулсенче ачасене вӗрентнипе пӗрлех обществӑлла нумай ӗҫре тӑрӑшнӑ педагог. Федор Яковлевич темиҫе созывра ял Совечӗн депутачӗ пулнӑ. 1989 ҫулта СССР халӑх перепиҫне хутшӑнса вырӑнти уйрӑмӑн председателӗ пулса ӗҫленӗ. 1970—1980 ҫулсенче ялсенчи ҫамрӑксене вӑтам пӗлӳ илме пулӑшса каҫхи шкулӑн ертӳҫинче те тӑрӑшнӑ.
Федор Яковлевичӑн ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн панӑ наградӑсем, грамотӑсем чылай. 1972 ҫулта ӑна «Халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» хисеплӗ ят панӑ. 1986 ҫулта вара «ЧАССР тава тивӗҫлӗ учителӗ» ятпа чысланӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та ӗҫ ветеранӗ килте алӑ усса ларман. Хӑйӗн тӑван пиччӗшӗпе Владимир Яковлевич таврапӗлӳҫӗпе пӗрле Комсомольски районӗн историне тӗпченӗ тата хамӑр таврари пилӗк ялӑн историйӗ ҫинчен «Хӑрпӑла пуҫламӑшӗнче» кӗнеке кӑларнӑ ҫӗре хастар хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Федор Яковлевич Аслӑ Ҫӗрпӳел участок больницин, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗн историйӗсене тӗпчесе кӗнеке-брошюра кӑларнӑ.
Кил вучахӗн управҫи Любовь Георгиевна 35 ҫул медицина ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ, акушерка, вӑтам шкулта медицина сестри пулса ӗҫленӗ. Мӑшӑр пӗр хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. Людмила ашшӗ пекех учитель профессине суйласа илнӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтерсен тӗп хулара кӗҫӗн класс ачисене 40 ҫула яхӑн вӗрентнӗ. Халӗ тивӗҫлӗ канура.
Федор Яковлевич пирӗн хушӑра ҫук пулин те унӑн ырӑ та пархатарлӑ ӗҫӗсем нихӑҫан та манӑҫмӗҫ.
Геннадий РАКЧЕЕВ,
Александр ИВАНОВ.