Суббота, 15 февраля

Саккуна пӑсса касар мар

Саккуна пӑсса касар мар

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Чӑваш Енри лӑсӑллӑ  ҫамрӑк хунавсене ҫирӗп тӗрӗслӗҫ.

Йывӑҫсене саккуна пӑсса кассан (тепӗр май каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр хуҫалансан) административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.  Штрафсем пысӑк. Хӑйсем тӗллӗн чӑрӑша е лӑсӑллӑ урӑх йывӑҫа каснӑшӑн уйрӑм ҫынсен кӗсьене 3—4 пин тенкӗ ҫӳхетме тивет. Должноҫри ҫынсен 20—40 пин тенкӗ, предприяти-организацисен 200—300 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.

Йывӑҫ каснӑ чухне автомототранспортпа тата ытти хатӗр-хатӗрпе усӑ курсан уйрӑм ҫынсен  штрафсем тата пысӑкрах пулаҫҫӗ. Вӗсен 4—5 пин тенкӗ кӑларса хума тивӗ.

Чӑрӑшсене йӗркене пӑхӑнмасӑр кассассӑн РФ Уголовлӑ кодексӗн 260-мӗш статйипе явап тыттарма та  пултараҫҫӗ. Саккун тӑрӑх 500 пин тенкӗ таран штраф пама е 2 ҫултан пуҫласа 7 ҫулччен ирӗк прависӗр юлма пулать.

Ҫӗнӗ ҫул — пысӑк уяв. Вӑл савӑнӑҫ ҫеҫ илсе килтӗр.

Владимир ГЛУХОВ,

Канаш лесничествин  лесничийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *