Владимир Путин экономикӑпа пирӗн ҫӗршывра йӑлтах йӗркеллӗ пулнине палӑртнӑ. Тулашри хӑрушлӑхсене, пирӗн ҫине ытти ҫӗршывсем витӗм кӳме хӑтланнине пӑхмасӑр экономика лайӑх хӑвӑртлӑхпа аталанса пырать. Промышленноҫӑн хӑш-пӗр енӗсем уйрӑмах пысӑк ӳсӗмпе палӑраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫсӗрлӗх шайӗ нихҫанхинчен пӗчӗк — 2,3 процент. Инфляци шайӗ сисчӗвлентерет, паллах — вӑл 9,2—9,3 процентпа танлашать, ҫапах вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ те 9 процент чухлӗ ӳснӗ. «Тавар туса кӑларакансем нумайӑшӗ пирӗн рынокран кайрӗҫ. Пирӗн предпринимательсем хӑйсем ҫак таварсене тума пуҫларӗҫ. Ку технологилле суверенитета ҫирӗплетме пулӑшать. Пирӗн ҫӗршывшӑн ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ», — палӑртнӑ ҫӗршыв ертӳҫи.
Паллах, паянхи лӑпкӑ мар лару-тӑрура ҫӗршывӑн хӑрушсӑрлӑхӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗ ҫинчен те ыйтусем чылай пулнӑ. Владимир Владимирович фронтӑн пур тӑршшӗпех пирӗн салтаксем малалла куҫни, кашни кун тӗрлӗ территорисене ирӗке кӑларса пыни ҫинчен каланӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫарсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас еннелле ҫирӗппӗн утаҫҫӗ.
Курск облаҫне ирӗке кӑларакансен вара тепӗр ҫивӗч ыйту: мӗншӗн вӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем пек шутланмаҫҫӗ, ҫавна май вӗсене паракан тӳлевсене те тивӗҫеймеҫҫӗ; Владимир Путин ку енӗпе лару-тӑрӑва ҫӗнӗрен пӑхса тухма, ҫапӑҫусене кӗрекенсене пурне те вӗсем илме тивӗҫ тӳлевсене пама шантарнӑ.
Халӑха Донбасри вӑрҫа пула ишсе-аркатса пӗтернӗ ял-хуласене ҫӗнӗрен йӗркене кӗртесси те интереслентернӗ. «Ҫак территорисене ҫӗнетме тата аталантарма пирӗн пысӑк программа пур. Вӑл 2030 ҫулччен пырӗ. Халӗ унта ҫулсене, ҫуртсене, коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене ҫӗнетеҫҫӗ», — хуравланӑ Президент. Ҫавӑн пекех вӑл ҫак регионсен ҫулӗсене виҫӗ ҫул хушшинче Раҫҫейри нормӑсем тӑрӑх ҫӗнетесси, Азов тинӗсӗ тавра ҫавра ҫул тӑвасси ҫинчен пӗлтернӗ. Паянхи куна 21 пин объекта ҫӗнӗрен йӗркене кӗртме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.
Хура тинӗс хӗрринче пурӑнакансем экологи инкекӗ ҫине тимлӗх уйӑрма ыйтнӑ: Анапа ҫывӑхӗнче икӗ танкер вӑйлӑ тӑвӑла пула шар курнӑ, ҫавна май шыва нефть продукчӗсем юхса тухнӑ. Сиенлӗ сий МЧС ӗҫченӗсем тата волонтерсем тӑрӑшнине пӑхмасӑр Геленджик еннелле те сарӑлса пырать. Владимир Владимирович ку енӗпе ятарлӑ ӗҫлӗ ушкӑн йӗркеленине пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра тинӗсре ӗҫсем пыраҫҫӗ, кирлӗ пулсан МЧС ӗҫченӗсен хушма ушкӑнне те унта яма хатӗррине палӑртнӑ вӑл.
«Тӳрӗ линире» ҫавӑн пекех апат-ҫимӗҫ, топливо хакӗсем ӳснине, миграци ыйтӑвне, демографи политикине, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу кӳрессине тата ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ. Чылай ыйтӑва вырӑнтах хуравланӑ, теприсене вара ҫывӑх вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.
Наталья КАЛАШНИКОВА.