Икӗ юратакан чӗре пӗр ҫемье чӑмӑртанӑ чухне пӗр-пӗрне ӗмӗр-ӗмӗр упрама, савӑнӑҫне те, хуйхи-суйхине те пӗрле пайлама шантараҫҫӗ. Нумай ҫул иртсен те пӗр-пӗрне ӑшшӑн куҫран тинкерекен, ҫур сӑмахранах ӑнланакан, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнакан мӑшӑрсем пирӗн хушӑра чылай. Кӑҫалхи Ҫемье ҫулталӑкӗнче 50 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене ЗАГС уйрӑмне йыхравласа чысласси йӑлана кӗчӗ тесен те юрать. Нумаях пулмасть Хырхӗрри ялӗнче пурӑнакан Андреевсем те питӗ ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура «ылтӑн туйне» уявланӑ.
Николай Степанович Хырхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ялти 8 класлӑ шкула вӗренсе пӗтерсен Канашра тракторист-машинист профессине алла илнӗ. Ҫара кайса килсен ялти «Восток» колхозра вӑй хума пикеннӗ. Вӑл унта 47 ҫул ӗҫленӗ: водитель те, снабженец та, колхоз вӑрманӗн хуралҫи те, тырӑ склачӗн заведующийӗ те пулнӑ. Тӑрӑшуллӑ ӗҫчен «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи», «Чи лайӑх механизатор» ятсене тата тӗрлӗрен наградӑсене тивӗҫнӗ.
Зинаида Павловна Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, шкул хыҫҫӑн Улатӑрти ял хуҫалӑх техникумӗнче, унтан Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1973 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулччен «Восток» колхозра кадрсен пайӗн инспекторӗ, экономист, тӗп экономист тата тӗп бухгалтер пулса ӗҫленӗ. 2019 ҫулта ӑна ял халӑхӗ шанса та хисеплесе ял старостине суйланӑ. Ӗҫчен те маттурскере ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе тата ытти наградӑсемпе чысланӑ.
Андреевсем икӗ ывӑла кун ҫути парнеленӗ, юратура та килӗшӳре ҫитӗнтернӗ. Паянхи кун ялти хисеплӗ мӑшӑрӑн тӑватӑ мӑнук. Ҫемье пурнӑҫри тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явма, савӑнӑҫлӑ самантсене аса илме час-часах пӗр сӗтел хушшине пуҫтарӑнать. Туслӑ пулни, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнни вӗсене пурнӑҫ ҫулӗпе хавхаланупа малалла утма пулӑшать.
Уявра муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Валерий Нямуков, «Восток» ЯХПК председателӗ Валерий Михеев тата ытти чӗннӗ хӑнасем «ылтӑн» юбилярсене ӑшшӑн саламланӑ, вӗсен ҫемйинчен ыттисен тӗслӗх илмеллине палӑртнӑ, малашне те килӗштерсе, ҫемье вучахӗн ӑшшине упраса, пӗр-пӗрне хакласа нумай ҫул пурӑнма суннӑ. Николай Никандрович мӑшӑра «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысланӑ, асӑнмалӑх парнесем панӑ.
Андреевсем ҫемье пурнӑҫӗнчи интереслӗ самантсене аса илнӗ, пӗрле ҫӗнтернӗ йывӑрлӑхсем, савӑнӑҫсем ҫинчен каласа панӑ. Тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем юбилярсене ӑшӑ сӑмахсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ, ку ахаль юбилей ҫеҫ мар, чӑн-чӑн ҫемье шанчӑклӑхне, кунран-кун тата та пысӑкланса пыракан юратӑвӑн тӗслӗхне сӑнлакан уяв пулнине палӑртнӑ.
Наталья Калашникова.