Фестивале хастаррӑн хутшӑннӑ

Декабрӗн 16-мӗшӗнче Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче физкультура тата ОБЗР учителӗсен XI фестивалӗ иртрӗ.

Ӑна педагогсен професси ӑсталӑхне ӳстерес, малта пыракан педагогика опытне анлӑн сарас, творчествӑлла ӗҫлекен педагогсене пулӑшас тата учитель профессийӗн ят-сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ.

Физкультурӑпа ОБЗР учителӗсем фестивале активлӑн хутшӑнчӗҫ, уҫӑ уроксем кӑтартса чи пултаруллисем малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Вӗренекенсем те мероприятире хастар пулчӗҫ.  Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 10 «а» класра вӗренекен А.Тимкина (ертӳҫи — В.П.Автономов) тата 8 «к» класра ӑс пухакан А.Волкова (ертӳҫи — А.Ф.Мамуткин) «Вӗренекенсен творчестви» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.

Мала тухнӑ учительсемпе шкул ачисене саламлатпӑр!   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *