Воскресенье, 26 января

Коррупци – пӗлтерӗшлӗ ыйту

Коррупци – пӗлтерӗшлӗ ыйту

Декабрӗн 16-мӗшӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пынипе администрацин залӗнче коррупцие хирӗҫ тӑракан канашӑн ларӑвӗ иртнӗ.

Ларура муниципаллӑ харпӑрлӑхри пурлӑхпа тӗллевлӗ усӑ курнине тӗрӗслесси ҫинчен калаҫнӑ, муниципаллӑ пурлӑхпа тата ҫӗр участокӗсемпе усӑ курнӑшӑн аренда укҫин парӑмӗсене шыраса илес енӗпе тунӑ ӗҫсене те сӳтсе явнӑ.

Комсомольскинчи тӗп больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова тата Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшусем кӳрекен центрӑн ертӳҫи Ирина Долгова сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ сферӑн учрежденийӗсенче коррупцие хирӗҫ мӗнле мерӑсем йышӑннипе паллаштарнӑ. 

Канашӑн секретарӗ Ольга Соколова 2024 ҫулта округра коррупципе кӗрешес тӗллевпе туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ, ҫитес ҫул валли плансем палӑртнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Ш,Мӗн Чӑваш Республикинчи экономика хӑрушсӑрлӑхӗн подразделенийӗсем 81 коррупци сӗмӗллӗ преступлени тупса палӑртнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ (67) йывӑр тата уйрӑмах йывӑр шутланаҫҫӗ, кашни иккӗмӗш преступлени пысӑк тата уйрӑмах пысӑк укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *