Суббота, 15 февраля

Ача сачӗ те, агролаборатори те, музей те

Ача сачӗ те, агролаборатори те, музей те

Декабрӗн 18-мӗшӗнче пирӗн округра паллӑ пулӑм пулса иртнӗ: Чӗчкен тӗп шкулӗ ҫумӗнче шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Мероприятире муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, «Слава картофелю» ОООн генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Рамиль Идиатуллин, шкул директорӗ Гульназ Гайнуллова тата ытти чӗннӗ хӑнасем тухса калаҫнӑ, ача садне уҫни ял ҫыннисемшӗн питӗ кӗтнӗ самант пулнине палӑртнӑ, ачасене кашни куна интереслӗ ирттерме, педагогсене куллен ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Ҫак кунах Чӗчкен тӗп шкулӗнче агролаборатори уҫнӑ. Аса илтеретпӗр, агролабораторисем ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пулӑшнипе уҫӑлаҫҫӗ. Вӗсенче ачасем ҫутҫанталӑкӑн вӑрттӑнлӑхӗсемпе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ, тӗрлӗ экспериментсем ирттереҫҫӗ,  ӳсентӑрансене ҫитӗнтерме хӑнӑхаҫҫӗ. Агролабораторисене ҫак тӗллевсене валли кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, ҫав шутра микроскопсемпе, лупӑсемпе, пробиркӑсемпе, колбӑсемпе тата ыттипе туллин тивӗҫтереҫҫӗ.

Тепӗр паллӑ пулӑма та тимлӗхсӗр хӑварма ҫук. Шкулта «Астӑвӑм ҫулӗсем» ятпа музей уҫнӑ. Ҫапла малашне ачасем уроксенче пӗлӳ илнипе пӗрлех хӑйсен тӑван ялӗн тата юратнӑ шкулӗн историне тӗплӗнрех тӗпчеме пултарӗҫ.

Дина АБУЛХАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *