
«Лаша пуласси — тихаран паллӑ, ҫын пуласси — ачаран паллӑ», — тенӗ ваттисем. Ачана пӗчӗкренех тӗрлӗ енлӗ аталанма майсем туса парасси те чи малтанах ашшӗ-амӑшӗнчен килет. Ҫитӗнекен кашни ача хӑйне кура пӗчӗк талант. Ҫак таланта вара малалла аталантарма пӗлмелле ҫеҫ. Пӗри юрлать, тепри ташлать, виҫҫӗмӗшӗ пӗр-пӗр инструмент калама вӗренет. Ачана тӗрӗс ҫул кӑтартса, вӗрентсе пырсан, унран пултаруллӑ ҫын пулатех.
Комсомольскинчи ачасен искусство шкулӗ декабрь пуҫламӑшӗнче йӑлана кӗнӗ «Ача-пӑча сасси» фольклор фестиваль-конкурс йӗркелесе пултаруллӑ ачасене вун пӗрмӗш хут пӗр ушкӑна пухрӗ. Кӑҫал фестиваль-конкурса округри 40 ытла конкурсант хутшӑнчӗ. Тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем пулчӗҫ, чи ҫамрӑкки — пиллӗкре, чи асли — вун улттӑра. Ача садне ҫӳрекенсем те, шкулта тӗрлӗ классенче вӗренекен ачасем те юрласа, ташласа тата тӗрлӗ музыка инструменчӗ каласа тӗлӗнтерчӗҫ. «Колосок» ача садне ҫӳрекен Стефания Носовӑпа Ева Коновалова, «Лейсан» ача садӗнчи Джалиль Тукаев, Тукай ялӗнчен килнӗ Святослав Киселев чӑн-чӑн «ҫӑлтӑрчӑксем». Аслӑ Чурачӑкри Полина Тарасовӑпа Настя Макарова, Тукай ялӗнчи Кира Скворцовӑпа Саша Филиппов, Нӗркеҫри Виктория Нестеревӑпа Марина Ефимова тата Юлия Сапожниковӑпа Полина Соловьева хӑйсен сассисемпе тыткӑна илчӗҫ, пӗрремӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. «Лейсан» ача садӗнчи «Идель», искусство шкулӗн «Островок», Хирти Явӑш шкулӗн «Росинка» ташӑ ушкӑнӗсем те мухтава тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Лиза Митюкова, Анна Потапова тата Айнар Шайдуллин тӗрлӗ музыка инструменчӗ каласа тыткӑнларӗҫ. Аслӑ Чурачӑкри «Тевет», Урмаелӗнчи «Дуслык», Тукайри «Шӑпчӑксем» фольклор ушкӑнӗсем фестиваль-конкурса илемлетрӗҫ. Уйрӑмах вара наци тумӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартакансене пӑхма питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ.
Ача-пӑча пултарулӑхне сумлӑ жюри пысӑк хак пачӗ, чи маттуррисене дипломсем парса чысларӗ.
Пирӗн тӑрӑхра талантлӑ ачасем нумай пулни чуна савӑнтарать. Ку, паллах, пирӗн пуласлӑх.
Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн администрацийӗ фестиваль-конкурса хутшӑннӑ конкурсантсене тата вӗсен ертӳҫисене тав сӑмахӗ калать, малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунать.
Татьяна Макарова.