Киров поселокӗнче пурӑнакан Анатолий Краснов «Чи лайӑх ял старости» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Вӑл 18 ҫул ӗнтӗ поселока тирпей-илем кӗртес, хӑтлӑлатас тесе тӑрӑшать: ҫӳп-ҫап турттарса тухассине йӗркелет, урамри ҫутӑсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парать, ял ҫыннисемпе пӗрле субботниксене тухать, йывӑҫсем лартать, никам пурӑнман ҫуртсем таврашӗнчи йӗркене сӑнаса тӑрать. Юлашки ҫулсенче вара вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарассинче, маскировка сеткисем ҫыхассинче те хастар.
Анатолий Краснова мала тухнӑ ятпа саламлатпӑр, малашне те ялти хӑтлӑхпа тирпейлӗхшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме сунатпӑр.