Суббота, 15 февраля

Хырхӗрри чиркӗвне сӑвапланӑ

Нумаях пулмасть Хырхӗрри ялӗнче паллӑ пулӑм пулса иртнӗ: кунта Лука Крымский Ҫветтуй ячӗллӗ  чиркӗве сӑвапланӑ. Уява округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Валерий Нямуков, ял ҫыннисем тата хӑнасем йышлӑн хутшӑннӑ.

Канаш епархийӗн ертӳҫи, Стефан епископ сӑваплав ӗҫне пурнӑҫланӑ, пӗрремӗш литурги ирттернӗ. Ҫавӑн пекех Комсомольскинчи «Вознесения Господня» храм настоятелӗ Сергий Скворцов иерей, Канаш епархийӗн канцеляри заведующийӗ Сергий Карсканов иерей, Аслӑ Чурачӑкри храм настоятелӗ Георгий Левшин протоиерей, Лука Крымский Ҫветтуй ячӗллӗ храм настоятелӗ Леонтий Акчурин иерей службӑна хутшӑннӑ.  Пуҫтарӑннисем чиркӳ тавра хӗрес ҫул ҫӳревӗ ирттернӗ.

Уявра чиркӳ тӑвас ӗҫре тӑрӑшнӑ строительсене, тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳнӗ ял ҫыннисене чӗререн тав тунӑ. Галина Новиковӑна, Николай Воробьева, Геннадий Рубцова, Алексей Салаева, Надеждӑпа Павел Скворцовсене, ҫавӑн пекех чиркӗве эрешлесе илемлетнӗ Геннадий Захарова Канаш епархийӗн Тав хучӗпе чысланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *