
Пирӗн округра ачасене халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарас, асанне-асаттесен фольклор пуянлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑхӑн юррисене итлесе, илемлӗ тумтирӗпе киленсе, тӑван чӗлхе янӑравлӑхне илтсе ӳсекен ачасем ҫитӗнсен те несӗлсен пуян туприне упрама, ӑна ӑруран ӑрӑва парса пыма тӑрӑшаҫҫӗ.
Декабрӗн 10-мӗшӗнче Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри уйрӑмӗнче ача-пӑча фольклорӗн XI «Ача-пӑча сасси» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Ӑна фольклор еткерлӗхне упрас, ачасене халӑх пултарулӑхӗпе ытларах интереслентерес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Мероприятие халӑх культурине юратакансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Чӑваш, тутар тата вырӑс юрри-кӗввисем, илемлӗ ташшисем пӗрлешсе халӑхсен туслӑхне, фольклор пуянлӑхне сӑнланӑ. Ача сачӗсен, шкулсен тата культурӑпа кану учрежденийӗсен 40 ытла коллективӗ тата пӗччен юрлакансем сцена ҫинчен хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Программӑра юрӑ-ташӑ композицийӗсем, вӑйӑ юррисем, такмаксем тата ытти те пулнӑ.
Хӑнасем ача-пӑча искусство шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри уйрӑмӗнче ӳнер енӗпе пӗлӳ илекенсен (преподавателӗ — Мария Николаева) ӗҫӗсемпе те киленсех паллашнӑ.
Конкурсантсен ӗҫӗсене компетентлӑ жюри хакланӑ. Вӗсем пурте конкурс валли ҫӳллӗ шайра хатӗрленнине, пирӗн несӗлсен юрри-ташшине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗллевпе пысӑк ӗҫ тунине палӑртнӑ.
Наталья КАЛАШНИКОВА.