Волонтерсем куллен ырӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ, пулӑшу кирлӗ ҫынна алӑ пама васкаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ӑшшипе таврари ҫынсене ӑшӑтаҫҫӗ тесе те калас килет. Ҫакна вӗсем укҫашӑн е тав хучӗшӗн мар, чунӗ ыйтнипе тӑваҫҫӗ.
Волонтер кунне халалласа администраци ҫуртӗнче мероприяти ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене чи активлӑн пулӑшу кӳрекенсене чӗререн тав тунӑ, наградӑсем панӑ.
— Ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе пулӑшни уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗ. Историрен эпир ҫӗнтерӳ икӗ пайран: фронтран тата тылран тӑнине пӗлетпӗр. Тыл мӗн чухлӗ ҫирӗпрех те туслӑрах, фронт ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах, — тенӗ вӑл гуманитари пулӑшӑвӗ парас енӗпе куллен ӗҫлекен волонтерсене саламласа.
Вӑл ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем волонтерсенчен ӑшӑ япаласем, маскировка сеткисем, амуници хатӗрӗсем, пирӗн вырӑнти апат-ҫимӗҫсене тата техникӑна питӗ кӗтнине палӑртнӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Минфенисе Прохоровӑна, Владимир Воронова, Герман Крылова, Ирина Шипатовӑна тата Елена Жуковӑна «Участнику гуманитарной помощи» медаль парса чысланӑ.