Пятница, 24 января

Тупӑшусем хӗрӳ иртрӗҫ, вӑйлисем ҫӗнтерчӗҫ

Тупӑшусем хӗрӳ иртрӗҫ, вӑйлисем ҫӗнтерчӗҫ

Иртнӗ эрнере Асанкасси вӑтам шкулӗн спорт залӗнче Совет Союзӗн Геройне Ф.Н.Чернова халалласа ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен 35-мӗш ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта 200 ытла спортсмен хутшӑнчӗ. Тупӑшма хамӑр округран ҫеҫ мар, Шупашкар, Канаш хулисенчен, Вӑрнар, Елчӗк, Патӑрьел округӗсенчен, Ульяновск хулипе  облаҫӗнчен ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем килсе ҫитрӗҫ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Малтанах вӑрҫӑра вилнисене тата совет Союзӗн Геройне халалласа лартнӑ палӑк умне чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ. Вырӑнти «Ҫӑлкуҫ» халӑх вокал ансамблӗ ял гимнне шӑрантарчӗ.

Ӑмӑртӑва килнисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округ депутачӗ, «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н.Бахтеров, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт шкулӗн директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан В.Х.Денисов, Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Карпов, Асанкасси вӑтам шкулӗн директорӗ  А.И.Филиппов, «Слава картофелю» компанисен хуҫи А.П.Капитонов, ЧР физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Асанкасси вӑтам шкулӗн учителӗ Г.Н.Петухов, ултӑ хутчен район чемпионӗ ята ҫӗнсе илнӗ, ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе спорт мастерӗ А.А.Бахтеров предприниматель, СССР спорт мастерӗ, тутарла-пушкӑртла кӗрешес енӗпе РСФСР спорт мастерӗ Ю.Ф.Моисеев, «Шеф-самурай» бренд ертӳҫи Ю.Г.Лизнов предприниматель, ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе  спорт мастерӗн кандидачӗ Д.Н.Портнов, ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнчи спорт клубӗн председателӗ С.В.Игнатьев, Атӑлҫи федераллӑ округ чемпионки, спорт мастерӗн кандидачӗ О.А.Денисова саламларӗҫ, спортсменсене кавир ҫинче ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Мероприятие спорт мастерӗ, йывӑр атлетикӑпа Раҫҫей чемпионӗ Николай Трифонов та хутшӑнчӗ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Н.Н.Раськинӑн тренерӗ те пулнӑ.

Чӑнах та тытӑҫусем хӗрӳ иртрӗҫ. Кашниех ҫӗнтерессишӗн тӑрӑшрӗ.

Кӗрешӳре тӗрлӗ виҫе категорийӗсемпе хӑнасем ытларах наградӑсене ҫӗнсе илчӗҫ. Апла пулин те пирӗн округри спортсменсем те япӑх мар кӗрешрӗҫ. Комсомольскинчи Роман Чернов 27 килограмм таранхи виҫере иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Асанкассинчи Евгений Андреев 57 килограмм таранхи виҫере виҫҫӗмӗш пулчӗ. Никита Захаров (Асанкасси) 57 килограмран ытларах виҫере чемпион пулса тӑчӗ, пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Комсомольскинчи Семен Чебанин 75 килограмм таранхи виҫере 2-мӗш, Булат Галимзянов ҫак виҫерех 3-мӗш вырӑнсем ҫӗнсе илчӗҫ.

Ӑмӑртура мала тухнисене кубоксемпе, медальсемпе, грамотӑсемпе, хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

Валерий Денисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *