Воскресенье, 26 января

Паттӑрсем – пирӗн хушӑра

Паттӑрсем – пирӗн хушӑра

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем — паянхи геройсем. Вӗсем хӑйсене чӑн-чӑн патриот пек кӑтартса пирӗн асаттесен, мӑнасаттесен ӗҫне чыслӑн малалла тӑсаҫҫӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.

Рияз Феткуллин Комсомольски тата Елчӗк районӗсемпе ӗҫлекен ҫар комиссариатӗнче тӑрӑшать. Маттур каччӑ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, яланах малти ретре пулса, ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа «За участие в СВО» медале тата Суворов орденне тивӗҫнӗ.

Рияз Элпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2006 ҫулта Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илме пуҫланӑ, тӑрӑшса вӗреннӗ. 9-мӗш класс хыҫҫӑн Шупашкарти электромеханика колледжне вӗренме кӗнӗ. 2018 ҫулта ҫамрӑк каччӑ ҫара кайнӑ, Росгвардин оперативлӑ тӗллевлӗ уйрӑм дивизийӗнче службӑра тӑнӑ, БТР десантникӗ пулнӑ. Салтакран таврӑнсан Р.Феткуллин строительство фирмине ӗҫе вырнаҫнӑ.

2022 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче тулли мар мобилизаци пуҫлансан вӑл хӑй ирӗкӗпе салтак атти тӑхӑннӑ. Пӗрремӗш кунсенченех малти линие лекнӗ, Луганск халӑх Республикинчи Кременное ялӗ ҫывӑхӗнче стрелок пулса ҫапӑҫнӑ. 2023 ҫулхи май уйӑхӗнче Часов Яр хули ҫывӑхӗнче тӑшман тапӑнса килнӗ вӑхӑтра ӑна ураран амантнӑ. Салтак Луганск хулинчи госпитальте, унтан Сызраньте сипленнӗ. Кайран вара каллех строя таврӑннӑ, сапер пулса ӗҫленӗ. Кӑштахран ӑна штурм ротине куҫарнӑ. Унта вӑл иккӗмӗш хут аманса госпитале лекнӗ. Тухтӑрсем ӑна ура ҫине тӑратсан паттӑр салтак татах фронта ҫул тытнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе тӑрӑшнӑ. Виҫҫӗмӗш хут суранлансан Рияз Феткуллин Санкт-Петербург хулинче чылай вӑхӑт сипленнӗ. Госпитальте выртнӑ чухне ӑна лейтенант званийӗ панӑ.

— Ҫапӑҫу хирне эпӗ наградӑсем илессишӗн кайман. Раҫҫей — пирӗн Тӑван ҫӗршыв, ӑна упрасси — пирӗн тивӗҫ. Халӑх ирӗклӗхӗ хӑрушлӑхра чухне епле-ха айккинче тӑрса юлар; — уҫать шухӑшне ҫамрӑк каччӑ.

Уншӑн патриотизм пуш сӑмах маррине вӑл ӗҫпе ҫирӗплетнӗ. Хӑюллӑ йышӑну туса хӑйӗн ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине кайни ҫирӗп тӗллевлӗхе, ӑнтӑлӑва кӑтартать.

— Фронтри ентешсене часрах тӑшмана парӑнтарса киле ыррӑн-сыввӑн таврӑнма сунатӑп. Эпир ҫӗнтеретпӗр! — тет вӑл калаҫӑва вӗҫлесе.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *