Декабрӗн 11-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусен залӗнче муниципаллӑ округ депутачӗсен пухӑвӗн 35-мӗш ларӑвӗ иртнӗ. Кун йӗркинче тӗрлӗ ыйтусем пулнӑ: Комсомольски муниципаллӑ округӑн 2025 ҫул тата ҫитес ҫулсем валли палӑртнӑ бюджечӗ ҫинчен, муниципаллӑ пурлӑха приватизацилесси ҫинчен, «Мой дом» ОООн устав капиталне ҫирӗплетесси ҫинчен тата ытти те.
Ларӑвӑн тӗп ыйтӑвне — округӑн бюджетне — илес пулсан, ҫакна палӑртса хӑварас килет. 2025 ҫул валли пӗтӗмӗшле тупӑшсен тата тӑкаксен шайне 893 059,9 пин тенкӗ тесе палӑртнӑ. Округӑн бюджечӗ хӑйӗн тупӑшӗсенчен тата каялла тавӑрмалла мар килекен укҫа-тенкӗрен тӑрать. Унӑн шайне палӑртнӑ чухне тӗрлӗ налуксене те шута илнӗ. Округӑн тӑкакӗсем тӗрлӗ енлӗ. Кунта администрацин ӗҫне тытса пырасси, территори уйрӑмӗсенче пӗрремӗшле ҫар учет ӗҫӗсене ирттересси, граждӑнла оборонӑна йӗркелесе пырасси, ҫул-йӗр хуҫалӑхне тата ял хуҫалӑхне аталантарасси, вӗренӳ тата культура учрежденийӗсен ӗҫне йӗркелесси, физкультурӑпа спорт мероприятийӗсем ирттересси тата ытти те кӗрет.
Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тӗп тӗллевӗсем — ҫитес ҫулсене валли шайлашуллӑ бюджет палӑртасси, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тивӗҫсене туллин пурнӑҫласа пырасси тата туяну процедурисене вӑхӑтра ирттересси.
Ларура кун йӗркине кӗртнӗ кашни ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухнӑ, йышӑнусем тунӑ.
(ХАМӐР ИНФ.).