Пятница, 14 августа

Ачасем  — салтаксене валли

Александровкӑри вӑтам шкулта пӗрремӗш тата виҫҫӗмӗш классенче ӑс пухакан ачасем М.Н.Алексеева вӗрентекен ертсе пынипе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли йӗркеленӗ «Ачасем — салтаксене валли» акцие хутшӑнчӗҫ. Вӗсем Ҫӗнӗ ҫул открыткисем хатӗрлеме, ӑшӑ ҫырусем ҫырма хавхаланса тата пысӑк яваплӑхпа пикенчӗҫ.

Кашни открыткӑна, ҫырӑва вӗсем хӑйсен чун ӑшшин пӗр пайне хучӗҫ, тӑван кил-ҫуртри савӑнӑҫпа ырӑ суннине салтаксене пӗлтерме тӑрӑшрӗҫ. Ачасем хӑйсен саламӗсенче хӳтӗлевҫӗсене службӑшӑн тав турӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗҫ, вӗсем мирлӗ пурнӑҫа сыввӑн тата хӑвӑртрах таврӑнасса кӗтнине пӗлтерчӗҫ, ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламларӗҫ.

Ноябрӗн 29-мӗшӗнче уроксем хыҫҫӑн ачасем маскировка сеткисем тума та хутшӑнчӗҫ. Ку мероприяти ялти культура ҫуртӗнче иртрӗ. Ачасене клуб пуҫлӑхӗ Е.Н.Александрова сеткӑна мӗнле тӗрӗс ҫыхмаллине кӑтартрӗ. Вӗренекенсемшӗн ку — ҫӗнӗ ӗҫ. Малтанласа маскировка сетки ҫыхасси кӑткӑс мар пек туйӑнать. Анчах, чӑннипе илсен, ҫӑмӑлах та мар иккен. Тетел ҫумне ҫыхса хунӑ кашни татӑка ачасем уйрӑм пӗлтерӗш кӳреҫҫӗ. Ку вӑл такамӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма, техникӑна тӑшманран пытарма пултарать вӗт. Вӗренекенсем сетка ҫыхмалли меслете ӑнӑҫлӑн вӗренсе ҫитрӗҫ.

Мария Алексеева,

пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *